10:50 21 марта 2016 г.
Хисеплĕ туссем! Чăваш кĕнеке издательстви «Тантăш» хаçатпа пĕрле «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче иртекен конкурс пирки пĕлтерет. Кăçал вăл пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Аса илтеретĕп: «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче тухса тăракан кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан ачасемпе вун çичĕ çула çитнĕ яш-кĕрĕм хутшăнма пултарать.
Кăçал конкурс виçĕ номинаципе иртет:
«Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав». Ку номинацие хутшăнакансен Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла тĕпе хурса хайлав хатĕрлемелле, ятне памалла. Вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ – 1-5 стр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме пултаратăр.
«Кĕнекери чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинаципе хутшăнакансен кĕнекери чи кăмăла кайнă сыпăка ÿкерсе памалла. Пĕр-пĕр сăнарăн сăн ÿкерчĕкне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ, айккине сирсе хăвараççĕ.
«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинации. Ку номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçре ачасем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алпа çырмалла, Интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.
Тата çакна та астутарса хăварам: кĕнекене алла илнĕ чухне вăл Чăваш кĕнеке издательствинче тухнине астăвăр. Кирек хăш номинацире хутшăнакан ĕçе те ача хăй пурнăçламалла, аслисем хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ.
Кашни ĕç çумне уйрăм хут çине Конкурса хутшăнаканăн:
- номинаци ятне,
- ячĕпе хушаматне,
- миçе çултине,
- хăш шкулта вĕреннине (чăвашла та вырăсла та тулли те тĕрĕс),
- килти адресне
- конкурса хутшăнма хавхалатараканăн (руководителĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне,
- суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине çырса памалла.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. «Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав» номинацие тăратнă ĕçсене тата fed-ol@mailĕru электронлă адреспа яма юрать.
Конкурсăн тулли йĕркипе (Положенипе) тата конкурса хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче wwwĕchuvbookĕruадреспа «Конкурссем, акцисем» пайра паллашма пулать.
Ăнăçу сунтăп!
«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йĕркелсе пыракан
Ольга ФЕДОРОВА редактор
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии