Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - председателя районного собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем работников торговли и бытового обслуживания населения ЖКХ

13:35 18 марта 2016 г.

 

Йăла службинче тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем, асăннă отрасльсен ветеранĕсем!

 

Сире пурне те çывхарса килекен професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир районта пурăнакансен пурнăç условийĕсем лайăхланнăçем лайăхланса пыччăр, çынсене тĕрлĕрен пулăшу парас тесе тăрăшатăр, хăвăрăн тивĕçĕре  яваплăха туйса пурнăçлатăр. Эсир халăхшăн тăрăшатăр, кашни çемьене  хăт кĕртетĕр.

  Çынсене ăшăпа, çутăпа, шывпа тивĕçтерессинче «Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ» МУП ĕçченĕсем çав тери тăрăшуллине палăртса хăвармалла. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ку енĕпе сиксе тухакан кăлтăксене вăхăтра пĕтерессишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Кăçалхи 2 уйăхра та асăннă предприяти хăйĕн кăтартăвне 22 процент ытла ÿстерчĕ.

Тав сăмахĕсене çавăн пекех халăха газпа тивĕçтерекен «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерен уçă обществин Муркашри филиалĕн,  çурт-йĕре тытса тăрас енĕпе тимлекен «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компанин» коллективĕсене те калас килет.

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессинче уйрăм предпринимательсем тăрăшса ĕçленине палăртмалла.

Эсир район аталанăвĕшĕн, çынсемшĕн  çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр. Тавах сире пурне те çакăншăн. Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса  шанатпăр.  Пурсăра та çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, йывăрлăхсене çĕнтерсе, малалла тата та ÿсĕмлĕрех вăй хума ăнăçу сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                                        И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    Р.Н. Тимофеев.

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика