Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Информаци кунĕ Муркаш тăрăхĕнче иртрĕ

15:11 16 марта 2016 г.

 

Районта мартăн 16-мĕшĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Района информаци кунне ирттерме республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ.

Информаци кунĕнче ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе йĕркелекен тĕл пулусенче Чăваш Республикин 2015 çулхи экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тата 2016 çулхи задачăсене сÿтсе яврĕç, пушар тухасран асăрханасси, çурхи ейÿ вăхăтне хатĕрленсе кĕтсе илесси, территорисене тасатса тирпейлес тата хăт кĕртес ĕçсене йĕркелесси пирки калаçрĕç.

Информаци кунĕнче йĕркелекен тĕл пулусенчех çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе туса ирттерессипе ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсене те тишкерчĕç.

Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн Ярославка ял тăрăхĕне çитрĕ. Вĕсем «Улыбка» ача садĕнче, Ярославка Культура çуртĕнче, кунти куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинта тата Нискасси шкулĕнче пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Турай ял тăрăхĕнче пулчĕ. Вăл Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ĕçченĕсен отчетпа суйлав пухăвне хутшăнчĕ.

РФ Юстици министерствин Чăваш республикинчи лабораторипе суд экспертизин федерации бюджет учрежденийĕн ертÿçи Леонид Морозов ертсе пыракан ушкăн Ильнка ял тăрăхне çитрĕ. Вĕсем Вăрманкасри ялти Культура çуртĕнче, кунти куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинта, Ильинка шкулĕнче пулчĕç.

Информаци кунĕн виçинче тĕл пулусем ытти ял тăрăхĕсенче те иртрĕç.

Тĕплĕнрех «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн шăматкунхи номерĕнче вуласа пĕлĕр.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика