14:10 04 марта 2016 г.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пĕтĕмлетнĕ канашлу хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Муркаш районĕн çамрăкĕсемпе тĕл пулчĕ.
Районти активлă çамрăксен шутĕнче - тĕрлĕ сферăри çамрăк специалистсем, хастар предпринимательсем. Муркаш районĕнче вĕсен тĕрлĕ пĕрлешĕвĕ ĕçлет: Çамрăксен парламенчĕ, суйлав комиссийĕ, ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕсем, çамрăк педагогсен тата медицина ĕçченĕсен канашĕсем, «Çамрăк гварди».
Çамрăксен парламенчĕн ертÿçи Оксана Кирпичникова çак пĕрлешÿсен ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Кăçал та хăйсен ĕçне проектсен мелĕпе йĕркелессине, тĕрлĕ гранта хутшăнма палăртнине, волонтерсен юхăмне анлăрах сарма шутланине пĕлтерчĕ, çамрăксем валли патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу панăшăн Пуçлăха тав сăмахĕ каларĕ.
2016 çулта пирĕн районти 21 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Кăçалтанпа район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине те çирĕплетрĕç. Хальхи вăхăтра документсем йышăнас тапхăр пырать.
«МСО «Моргаушская» пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ А. Федоров, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи А. Афанасьева, «Çамрăк чĕресем» канашăн ертÿçи Е. Кожевникова районти çамрăксем хутшăнакан проектсем çинче тата хăйсем хутшăнакан обществăлла ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. А. Афанасьева ыйтнипе М. Игнатьев фермерсем тивĕçме пултаракан пулăшу мелĕсем пирки каласа пачĕ, ыттисен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.
- Çамрăксене эпир шанатпăр. Сире ĕненетпĕр, - терĕ республика Пуçлăхĕ çамрăксене ăнăçу сунса.
Н. Николаева.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии