Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме пултарни пĕлтерĕшлĕ

18:30 03 марта 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсенче пулать, вĕсен активĕсемпе тĕл пулса анлă канашлусем ирттерет. Тĕл пулусенче иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене тишкереççĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ, бюджета шайлашуллă тăвассин, экономикăпа социаллă пурнăçа тăнăç аталантарассин ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ.

Михаил Васильевич кун пек çул çÿревре мартăн 3-мĕшĕнче пирĕн районта пулчĕ, район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата депутачĕсемпе, предприяти-организацисен ертÿçисемпе анлă канашлу ирттерчĕ. Тĕл пулăва çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркинпа Владимир Мидуков тата ыттисем хутшăнчĕç.

Канашлу умĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркашра нумай функциллĕ центрăн çĕнĕ офисĕн ĕçĕпе паллашрĕ.

Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май республика, вăл шутра Муркаш районĕ те иртнĕ çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕçленине палăртрĕ. Çапах та тупăшлăрах, тухăçлăрах ĕçлеме те майсем пур-ха. Вĕсемпе май пур таран анлăрах усă курас пулать. Çакă вăл пĕтĕмпех çынсен пурнăç условийĕсене, пурнăç шайне лайăхлатса пырассипе, умри задачăсемпе тĕллевсене ăнăçлăрах татса пырассипе çыхăннă. Михаил Васильевич хăй пĕр хут кăна мар каланине аса илтерчĕ. «Пирĕн çутçанталăк пуянлăхĕсем, ресурсĕсем çук. Чи пысăк пуянлăх - çынсем. Пĕрле вара эпир темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме, кирек епле ыйтăва та татса пама пултаратпăр», - терĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ, умри задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл промышленноç продукцине туса кăларасси тата услугăсемпе тивĕçтересси, ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ, ял хуçалăх продукцине туса илесси енĕпе 2015 çулта япăх мар ĕçленине палăртрĕ. Пĕлтĕр районăн бюджет тупăшĕ 565,1 млн. тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран каялла тавăрса памалла мар уйăрнă укçа-тенкĕ шайĕ 408,7 млн. тенкĕ пулнă. Районăн хăйĕн тупăшĕ 156,4 млн тенкĕпе танлашать. Бюджет тупăшĕ районта пурăнакан пĕр çын пуçне 16500 тенкĕ пулнă. Вăл шутран районăн хăйĕн тупăшĕ - 4594 тенкĕ. Ку вăл республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Пĕтĕмĕшле вара 2015 çулта продукци туса илесси 3382 млн тенкĕпе танлашнă. Çакă вăл 2014 çулхинчен 7 процент пысăкрах.

Хальхи условисенче экономика тăнăçлăхне май пур таран шайлаштарасси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен полномочийĕсемпе туллин усă курни, финанс ăнăçулăхне тивĕçтерни, ку енĕпе обязательствăсене туллин пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав тĕллевпе иртнĕ çул пуçламăшĕнче районта кризис мероприятийĕсен планне туса хатĕрленĕ пулнă. Çапла вара бюджет укçи-тенкипе эффективлăрах усă курас тĕллевпе расхутсене 2014 çулхипе танлаштарсан 21,4 млн тенкĕ чухлĕ е 3,6 процент чакарма май килнĕ.

Муркаш районĕ хăй вырнаçнине кура инвесторсемшĕн тата промышленноç производствине аталантарма илĕртÿллĕ пулса тăрать. 2016 çулта «Сеспель» предприяти танк-контейнерсем тăвассипе пысăк калăпăшлă строительство ĕçĕсене пуçлама палăртать. 200 млн тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртни вырăнти çынсем валли хушма 50 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчен 94 проценчĕ иртнĕ çулталăка тупăшпа вĕçленĕ, рентабельлĕх пĕтĕмĕшле 15 процентпа танлашнă. 2015 çулта ял хуçалăх продукцине унчченхи çулхинчен 28,7 процент ытларах, пĕтĕмпе 692 млн тенкĕлĕх туса илнĕ. Ял хуçалăх культурсем пухса кĕртес, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе иртнĕ çул япăх мар ĕçлени палăрать. Çĕр ĕçченĕсем кăçалхи тухăç валли çирĕп никĕс хывса хăварнă - кĕр акине 5206 гектар çинче туса ирттернĕ.

Апла пулин те çине тăрса ĕçлемелли те çук мар. Пĕлтĕр усă курман 419 гектар çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме май килнĕ. Кăçал вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ татах 2000 гектара яхăн çĕрпе усă курма тытăнмалла. Кунпа пĕрлех ыйтман пай çĕрĕсене июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетсе пĕтерес задача тăрать. Çакă бюджета укçа-тенкĕ пухăнассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Хальлĕхе вара кун пек çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ татах 2377 гектар.

Строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем тата умра тăракан задачăсем çинче те чарăнса тăчĕ Ростислав Николаевич. Иртнĕ çул районĕпе пурăнмалли çурт-йĕр пĕтĕмпе 27530 тăваткал метр хута яма пултарнă. Ку вăл пурăнакан пĕр çын пуçне 0,81 тăваткал метр (республикипе - 0,62) пулать. 34 çамрăк çемье патшалăх уйăрса паракан субсидипе (пĕтĕмĕшле 20 млн тенкĕ ытла) усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Кăçал та çамрăк çемьесем валли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика тата район бюджечĕсенчен 5 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Нумай ачаллă çемьесене, ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене, тăлăх ачасене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе патшалăх программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

Кăçалхи задачăсем шутĕнче - çурт-йĕр строительствин аталанăвне сыхласа хăварасси, социаллă сфера объекчĕсене çĕклесси, федераци тата республика программисемпе уйăрса паракан укçа-тенкĕпе туллин усă курасси, муниципалитет шайĕнчи çулсене тăвасси, юсасси тата кирлĕ шайра тытса тăрасси. Çавăн пекех Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Сыпайра фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла, Рыккакасси тата Мăн Шашкар ялĕсенче шыв пăрăхĕсен системисене тумалла, Муркашра 400 вырăнлă пуçламăш шкул тума проектпа смета документацине хатĕрлесе çитермелле, Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула автомобиль çулне юсассипе ĕçсене малалла туса пымалла, Çатракасси шкулĕнче модуль котельнăй хута ямалла, Матьăкри Культура çурчĕн çине реконструкцилемелле т. ыт. те.

Палăртнă ĕçсене пурнăçлассипе вырăнти бюджета тупăшлăрах тăвассин ыйтăвĕ хăйĕн актуаллăхне çухатмасть. Ку тĕлĕшпе ĕç хутшăнăвĕсене офицаллă йĕркелесси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăни пирки каларĕ Ростислав Николаевич. Çавна тĕпе хурса район администрацийĕ ĕçпе тивĕçтерекен центрпа, Пенси фончĕпе, налук инспекцийĕпе, социаллă страховани фончĕпе, район прокуратурипе тачă çыхăнса ĕçлесе пыма тăрăшать. Мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх, 2016 çулхи январĕн 11-мĕшĕ тĕлне официаллă майпа ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелеменнисене 867 çынна тупса палăртма май килнĕ, çак вăхăта 551-шĕ ĕç хутшăнăвĕсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Иртнĕ тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем сумлă та курăмлă пулнине пăхмасăрах тумалли ĕçсем, татса памалли задачăсем те пĕчĕк мар-ха. Çапах та район администрацийĕн пуçлăхĕ район умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пултарасса шаннине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен йывăрлăхсем, задачăсем вĕсем яланах пулнă, пулĕç те. Вĕсене татса пама пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Муркашсем вара йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма хăнăхман.

Михаил Игнатьев тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕ. Пур ял тăрăхĕнче те пай çĕрĕсене унччен палăртнă пек кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне харпăрлăха çирĕплетсе пĕтерĕç-и, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тесен чи малтанах мĕн тумалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев каланă тăрăх, пай çĕрĕсем тĕлĕшпе ыйтăва татса парасси Ильинка тат Юнкă ял тăрăхĕсенче йывăртарах. Çапах та çулталăк вĕçлениччен ыйтăва татса пама пулатех.

Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова район бюджечĕн тупăш пайне ÿстерессипе чи малтан мĕн çине тимлĕх уйăрмалли пирки каларĕ. Налуксем пухассипе те, налукпа çыхăнман тупăш илессипе те çине тăни кирлĕ. «Халăх инвентаризацийĕ» вăхăтĕнче тупса палăртнă çĕр участокĕсене, пай çĕрĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе, аренда тÿлевĕсем илессипе, çынсем ĕç хутшăнăвĕсене официаллă йĕркелеменнине пĕтерессипе тимлени пĕтĕмпех бюджет тупăшĕпе çыхăннă.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Виталий Емельянов Муркаш районĕнче промышленноç производстви ÿсĕмлĕ аталанни лайăх шанăç çуратни пирки чарăнса тăчĕ. Производствăна аталантарма инвестицисем хывасси ÿссе пырать.

Çавăн пекех канашлура районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Кожевников, хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕн ертÿçи Владислав Семенов тата ыттисем тухса калаçрĕç, сывлăх сыхлавĕпе, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе, çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç, район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев депутатсен корпусĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнчĕ, район шайĕнчи кулленхи ыйтусене татса парассипе вĕсен яваплăхĕ пысăккине каларĕ.

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычалă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров районта пушар хăрушлăхне асăрхаттарассипе туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнчĕ, Муркашри пушар чаçне парне тата вĕренÿ учрежденийĕсем валли пушартан асрăханассипе курăнакан агитаци материалĕсем парса хавхалантарчĕ.

Канашлу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев пуçлăхсен, ертÿçĕсен яланах халăхпа çывăх пулмаллине, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене пĕлсе тăмаллине палăртрĕ. Ветерансене хăйсен тивĕçлĕ ĕçĕшĕн, пурнăçра çирĕп позици йышăннăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Çынсем валли çурт-йĕр, çулсем тăвассипе, социаллă обязательствăсене пурнăçлассипе малашне те çине тăрса ĕçлеме кирлине каларĕ. Çакă республикăри Ĕç çыннин çулталăкĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Кунпа пĕрлех Михаил Васильевич çак кунсенче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата Правительство членĕсем Чăваш Енре пулни пирки те чарăнчĕ. Дмитрий Медведев пирĕн республикăра улттăмĕш хут пулчĕ. «Эпир хамăр çине илнĕ обязательствăсене пĕтĕмпех пурнăçлама тивĕç. Правительство Председателĕ те палартрĕ, çутçанталăк ырлăх-пурлăхĕ çук пулсан та эпир экономика тĕлĕшĕнчи кăткăс вăхăтра та аталану майĕсене тупатпăр, инвестицисене çамрăк çынсем валли хыватпăр. Çакă уссине те парать», - терĕ вăл.

Юлашкинчен Михаил Васильевич район çыннисене мал туртăмлă ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессинче ăнăçусем сунчĕ, хастар ĕçпе палăрнисене республика наградисене, уйрăмах пултаруллă вĕренекенсемпе çамрăксене ятарлă стипендие тивĕçнин свидетельствисене парса чысларĕ.

Юлашкинчен Муркаш районĕнчи çамрăксен парламенчĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика