Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Михаил Игнатьев Муркашсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ

17:30 03 марта 2016 г.

 

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Муркаш районне ĕçлĕ визитпа çитрĕ. Малтан вăл район центрĕнче нумай функциллĕ центр ĕçĕпе паллашрĕ.

Паянах район активĕ районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи итогĕсене пĕтĕмлетрĕ тата малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕплĕ доклад турĕ. Доклада сÿтсе явма финанс министрĕн çумĕ Светлана Иванова, экономика аталанăвĕн, промышленноçăн тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Виталий Емельянов, район больницин тĕп врачĕ Николай Кожевников, район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата ыттисем хутшăнчĕç.

Пухăва РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хутшăнчĕ, сăмах каланипе пĕрлех ыйтусене хуравларĕ.

Михаил Игнатьев пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Муркашсен ĕçне тишкерчĕ, тата лайăхрах ĕçлеме майсем пурине палăртрĕ, тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ. Уйрăмах хастаррисене наградăсемпе чысларĕ.

Халĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе тĕл пулать.

Малалли пулать.

 

Малалли пулать.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика