Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи АĕГĕНиколаев ячĕллĕ Калайкассинчи вăтам шкулта пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалласа «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» ятпа республика шайĕнчи çавра сĕтел иртрĕĕ Çавра сĕтел ĕçне Чăваш Республикин Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий НикифоровĔ гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ Алос-и-Фонт ЭкторĔ ЧР вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Анна Егоровăва чăваш чĕлхипе литература кафедрин профессорĕ ЮĕМĕВиноградовĔ ИĕНĕ Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕсем Галина Семеновăпа Галина ЕрмаковаĔ ИĕНĕ Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ Ирина СофроноваĔ ИĕЯĕ Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ Николай Осипов тата МуркашĔ ШупашкарĔ ÇĕрпÿĔ КанашĔ КуславккаĔ ЕлчĕкĔ ВăрнарĔ Комсомольски районĕсен тата Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем 115 çын хутшăнчĕçĕ
Савра сĕтеле Муркаш район администрацийĕн вĕренÿĔ çамрăксен политикиĔ физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Юрьевна Дипломатова уçрĕĔ тăван халăх чĕлхипе шăпи пирки калаçма пухăннă вĕрентекенсене ĕçлĕ калаçăва тухăçлă йĕркелеме ăнăçу сунчĕĕ Калайкассинчи АĕГĕ Николаев ячĕллĕ шкул ертÿçи Татьяна Аркадьевна Ершова Муркаш çĕрĕĔ Калайкасси тăрăхе чăвашлăха упраса хăварма куллен тимлени çинче чарăнса тăчĕĕ
Çавра сĕтелте çак ыйтусем тавра калаçу пычĕ,
1ĕ Хальхи вăхăтра Чăваш Респубикинчи чăваш чĕлхин лару-тăрăвĕ;
2ĕ Чăваш наци шкулĕсенче чăвашлăха сыхласа хăварассипе çыхăннă ыйтусем;
3ĕ Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентĕвĕн пахалăхĕпе тухăçлăхне ÿстерессиĕ
Чăваш чĕлхи паянхи ял халăхĕпе хула çыннин кулленхи пурнăçĕнчен тухса пыни пирки сăмах хускатнă май çавра сĕтеле ертсе пыракан Калайкассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине пултаруллă вĕрентекен Александр Марсович Степанов Чăваш патшалах гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченне Алос-и-Фонт Эктора сăмах пачĕĕ Эктор Муркаш районĕнче тунă тĕпчевĕпе паллаштарчĕĔ чăваш чĕлхи çулран-çул чăваш халăхĕн пуплевĕпе культуринчен мĕнлерех сăлтавсене пула тухса пыни çинчен каласа пачĕĕ
ИĕНĕ Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕсемпе (ГĕАĕ ЕрмаковаĔ ГĕНĕ Семенова) доцентне (ИĕНĕ Софронова) чăваш чĕлхипе культурине вĕрентекен специалистсене хатĕрлекен лаçсем (факультетсем) хупăнни пăшăрхантарнине пытармарĕçĕ Ăсчахсем шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине паянхи кун вĕрентекенсене ăслăлăхри паянхи çитĕнÿсемпе паллаштарнă май паха сĕнÿсемпе меслет кăтартăвĕсем пама та пултарчĕçĕ
ИĕЯĕ Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ НĕНĕ Осипов районсенчи ачасене тĕрлĕ ялсенчен пуçтарнă шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ май краеведени (таврапĕлÿ) материалĕпе туллинрех усă курмаĔ шкул вырнаçнă ялпа салари краеведени материалĕпе çеç марĔ унта пĕлÿ илме çÿрекен ялсенчи ачасен таврапĕлĕвĕн тĕслĕхĕсене те уроксенче май килнĕ таран тăтăшрах усă курма сĕнчĕĕ Çавăн пекех краеведени материалне чĕлхепе литература урокĕнче çеç маарĔ историĔ географиĔ обществознаниĔ биологи урокĕсенче те тухăçлăн усă курма май пуррине аса илтерчĕĕ
Вĕрентÿ институчĕн ĕçченĕсем (АĕСĕ ЕгороваĔ ЮĕМĕ Виноградов) ФГОСтăн çĕнĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртесси çинче чарăнса тăчĕçĕ Чăваш наци конгресĕн пайташĕ ГĕЛĕ Никифоров тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçре конгресс пулăшса пыма хатĕр пулнине пĕлтерчĕĕ
Çавра сĕтелте Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ чăваш челхипе литературине вĕрентекенсен делегацийен ертÿçиĔ Опытный шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Татьяна Николаевна Петрова «Класс тулашĕнчи ĕç-хĕл – ачасенче чăвашлăха упраса хăвармалли мел» темăпа доклад турĕĔ районти чăваш учителĕсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕĕ Куславкка районĕнчен килнĕ Морозова Надежда Ивановнăпа Иванова Алевтина Афанасьевна хускатнă ыйтусем те паянхи куншăн çивĕччисен йышĕнчĕĕ Шупашкар хулинчи 19-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ Кудрявцева Любовь Васильевна вырăс тата чăваш шкулĕнсенче тухса тăракан шкул ачисен хаçатĕнче чăвашла страницăсем те пулмалли çинчен калаçрĕ (шел пулин теĔ Муркаш районĕнчи шкулсенче пĕр шкулта та ачасен чăвашла хаçачĕ çук)ĕ Ку мелпе 19-мĕш шкулта анлă усă курççĕ иккенĕ Этновĕренÿ программи çинче Шупашкарти 33-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Диарова Ирина Алексеевна чарăнчĕĕ Вăл Вĕрентÿ министерстви йĕркелекен «Эткер» этновĕренÿ программипе паллаштарчĕĔ кашни шкултах этновĕренÿ программипе ĕçлекен профиллĕ лагерсем уçма май пуррине ĕнентерчĕĕ Муркаш районĕн Шатракасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Вишнăва Ольга Александровна хускатнă ыйту та çивĕчĕ Вăл наци шкулĕнчи чăваш литературине вĕрентнĕ чух ĕç тетрачĕсем кирлине палăртрĕĕ Ĕç тетрачĕсем пурри ФГОС вĕрентекенсемпе вĕренекенсем умне лартакан ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшаççĕ иккенĕ
Çавра сĕтеле хутшăнакансем чылай ашшĕ-амăшĕ пепкисемпе вырăсла пуплениĔ ачасем ача садĕнче вырăсла вĕренниĔ вĕсем ерипен тăван чĕлхерен сивĕнсе пыниĔ шкулсенче 9 тата 11 класс вĕренсе пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе экзамен тыттарманниĔ чăваш ялĕсенче те хăшĕ-пĕри вырăс чĕлхине мĕнле «вăйлă пĕлнине» кăтартниĔ çамрăксем вырăсланса пыниĔ район центрĕсемпе поселоксенче тата хуласенче пурăнакан чăвашсенчен нумайăшĕ пĕр-пĕринпе вырăсла пуплениĔ хамăр чĕлхене хамăрах вырăна хуманни çинчен пăшăрханса калаçрĕçĕ
Анлă калаçăва хутшăнакансем чăваш чĕлхипе литератури вĕрентĕвĕн аталанÿ çул-йĕрне шкулта мĕнле йĕрпе ямалли çинчен тата Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта тăван чĕлхене мĕнле вĕрентесси пирки хăйсен шухăш-кăмăлне палăртса калаçрĕçĕ
Тĕпрен илсен сĕнÿсенче Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн вĕренÿ планĕн 4-мĕш вариантне хула шкулĕсенеĔ 5-мĕш вариантне ял шкулĕсене кĕртме сĕннинеĔ шкулсенче 6 кунлăх вĕренÿ эрни çине куçассинеĔ çапла майпа тăван чĕлхепе литератури урокĕсен сехечĕсене туллин сыхласа хăвармаллине пурнăçа çирĕппĕн кĕртмелле терĕçĕ Ял шкулĕсенче 9 тата 11 класĕсенчен вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен е ăслав сочиненийĕĔ е сочинени евĕр изложени çыртарассине çĕнетсе тăратассинеĔ хула шкулĕсенчен 9 класс вĕренсе тухакансене шкул шайĕнче сăмах вĕççĕн экзамен ирттерме май пуррине палăртсах каларĕçĕ Ача садĕсенчи воспитательсем валли чăваш чĕлхи вĕрентме пулăшакан курссем йĕркелемеллинеĔ телекуравра ача-пăчаĔ шкул ачисем тата вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ чăвашла кăларăмсен йышĕпе пахалăхне ÿстермеллине асăнчĕçĕ Чăваш Республикинче чĕлхеĔ литератураĔ культура енĕпе наци кадрĕсем хатĕрлекен гуманитари лицейĕ уçма вăхăт çитнине палăртса каларĕçĕ
Çавра сĕтелĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварма тата аталантарма йышăнусем турĕçĔ йышăнусенчи ĕçсене паянах тума вĕсене тивĕçлĕ организацисемпе ведомствосене çитерме кăтартса хăварчĕçĕ
Моргаушский район Чувашской Республики