Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçăн йывăр çулĕсене чăтса ирттернĕ тыл ĕçченĕсем, воин-интернационалистсем, тĕрлĕ вăхăтра çар çыннин тивĕçĕсене пурнăçланисем тата çара кайма хатĕрленекен çамрăксем!
Сире пурне те пĕтĕм халăх уявĕпе - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн çĕршыври кашни çыншăн - чыслă та хисеплĕ тивĕç. Çарта службăра тăратпăр е мирлĕ ĕçре вăй хуратпăр - пурте эпир Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулса тăратпăр. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунă ветерансемпе тыл ĕçченĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр, вĕсене паттăрлăхĕпе хăюлăхĕшĕн, пире телейлĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав тăватпăр. Çитĕнекен ăру вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсет. Çакна вĕри точкăсенче пирĕн салтаксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлани те çирĕплетсе парать. Паян та вĕсем çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Тавах паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсене.
Малашне те çĕршыв тĕрекĕ пирĕнтен кашнинчен килнине асра тытса ĕçлесчĕ, район, республика, Раççей çирĕплĕхĕшĕн тимлесчĕ. Раççей Президенчĕ В.В. Путин хăйĕн РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнче çамрăксене тарăн пĕлÿ панипе пĕрле тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтересси çине, çапла майпа вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмаллине палăртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртни те пирĕн çитĕнекен ăрăва ĕç пурнăç-тыткăчи пулнине, Раççей пуласлăхĕ маттур та пултаруллă çамрăксенче пулнине ачаран хăнăхтарса ÿстермелли çинчен калать. Малалла та хамăр ачасене аслă ăрури паттăр салтаксен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса воспитани парасчĕ, вĕсене тăван çĕре, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарса ÿстересчĕ.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿпе юрату, тату пурнăç, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.
Район пуçлăхĕ - депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики