16:52 17 февраля 2016 г.
Ыйтăвĕсем пурте пĕлтерĕшлĕ
Ильинка ял тăрăхĕнче Пĕрлехи информаци кунне ирттерме РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Ирина Гришина, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова хутшăнчĕç. Вырăнти активпа, Ильинкăри вăтам шкулта, Тренккăри Культура çуртĕнче, кунти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче вăй хуракансемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене çавăн пекех Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Ляченков хутшăнчĕ.
Информаци кунĕн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту кашни çыннах пырса тивет, вăл малашлăхри ĕçсен тĕп çул-йĕрĕ пулса тăрать. Вĕренÿ ĕçне малалла аталантарса пырассипе, вĕренÿ пахалăхне çĕнĕ шая çĕклессипе, ачасене пĕлÿ паракан учрежденисен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе те ума лартакан задачăсем пĕчĕк мар. Вĕсем пирки хăйĕн сăмахĕнче Зоя Юрьевна тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Юлашки çулсенче районта вĕренÿ ĕçĕнче палăрăмлă çитĕнÿсем тума пултарни курăмлă. Федераци, республика шайĕнчи программăсене хутшăнса, район администрацийĕ пулăшнипе шкулсенче, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсене миллоншар тенкĕлĕх туса ирттерме пултарнă, спортзалсене юсанă, вĕренÿ оборудованийĕсем туяннă. Кашни çулах модуль котельнăйсем те хута каяççĕ. Кун пек котельнăй нумаях пулмасть Мăн Хураçка шкулĕнче хута кайнăччĕ. Кăçалах мар пулин те, Ильинка шкулĕнче те модуль котельнăй тăвассин ыйтăвĕ тăрать.
Кăçал районта республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем 21 яшпа хĕр. Вăл шутран 15-шĕ - шкулсенче вĕренекенсем. Иртнĕ çул пĕтĕмпе те 15 пулнăччĕ. Республика олимпиадисене хутшăнса призлă вырăнсене тивĕçнисем те ытларах. Çакна çĕршыв, республика шайĕнчех вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнипех çыхăнтармалла. Хăйсен ĕçне вăхăт ыйтнă пек тата яваплăха туйса пурнăçлакан учительсем, çамрăк специалистсем, тăрăшса вĕренекенсем валли тĕрлĕрен грантсемпе стипендисем уйăрма пăхса хунă. Апла пулин те Ильинка шкулĕнче çак вăхăта чи аслă категориллĕ учительсен шайĕ районти вăтам кăтартуран самай пĕчĕкрех пулни йĕркеллĕ пулăм мар. Пĕр вĕрентекен пуçне тивекен ачасен шучĕ те 9-а çитмест.
Социаллă пулăшу мелĕсем малашне адреслăрах пуласси пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшне ку ыйту интереслентерет. Унччен ачасене садике çÿретнĕшĕн ытларахăшĕ компенсацие тивĕçнĕ пулсан, халĕ компенсаци пĕчĕк тупăшлисем валли кăна пулать. Ку ыйтупа вĕсен районти социаллă хÿтлĕх пайне пырас пулать. Шкулсенче йÿнĕрехпе апатлантарассине те нумай ачаллă тата ăнăçсăр çемьесем валли кăна пăхса хунă. Çавăнпа та малашне вĕренÿ учрежденийĕсене çирĕплетсе панă çĕр участокĕсемпе туллин усă курасси, вĕсенче шкул столовăйĕсем валли пахча çимĕçпе тымар çимĕç ытларах туса илесси пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илсе ку ĕçсене шкул ачисене те ытларах явăçтармалла пулать.
Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева та Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕн ял çыннине пырса тивекен саманчĕсене анлăн çутатрĕ. Ялсенче çул-йĕр тăвассипе, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе тата ытти социаллă программăсем малашне те вăйрах юлаççĕ. Патшалăх ял хуçалăх продукцине туса илекене те унчченхи пекех пулăшса тăрĕ. Апла пулин те вырăнти бюджета тупăшлăрах тумалли майсемпе те анлăрах усă курасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Акă республикăра пурăнакансенчен хăшĕсем ĕç хутшăнăвĕсене официаллă йĕркелеменнине пула кăна бюджет вăтам шутпа 2 млрд тенкĕ илсе çитерейменни пурне те шухăшлаттармалла.
Пенси ыйтăвĕсем ытларахăшне интереслентереççĕ. Кунта та адреслăх ыйтăвне тĕпе хурасси пирки асăнчĕ Роза Алексеевна. Ĕçлекен пенсионерсен страховани пенсине индексацилеме пăрахни шăпах ĕнтĕ çавăнпа çыхăннă. Социаллă пенсисене вара апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса индексацилеме палăртаççĕ. (Пенсипе тивĕçтерессинчи кăçалтан вăя кĕнĕ тата вăя кĕрекен улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пирки хаçатăн çитес эрнери номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултаратăр - авт.).
Иртнĕ çул «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме кирлĕ ĕç стажне 2 çулталăк çурă чакарчĕç. Халĕ вăл арçынсен 42,5 çулпа, хĕрарăмсен 37,5 çулпа танлашать. Апла пулин те çак ята парассипе те хăшпĕр чикĕлевсем вăя кĕчĕç. Вĕсем çын республика территорийĕнче мĕн вăхăт ĕçлесе пурăннипе, мĕнле сăлтавпа ĕçлеме пăрахнипе т. ыт. те çыхăннă. Вĕсем пирки те тĕл пулăва хутшăнисем тулли хуравсем илме пултарчĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии