15:24 04 февраля 2016 г.
Февралĕн 10-мĕшĕнче Муркаш районĕ 72 çул тултарать.
Район кунне халалланă чаплă уява февралĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттереççĕ. Уяв 10 сехет те 30 минутра пуçланать. Ăна Раççейри Кино çулталăкне тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халаллаççĕ. Халĕ уява Шупашкарта пурăнакан ентешсемпе пĕрле хатĕрленеççĕ.
Уявра ĕçре малта пыракансене, хастар çамрăксене, ĕç çынни спартакиади, тĕрлĕ конкурс, ăмăрту çĕнтерÿçисене чыслаççĕ.
Уявра халăх тата ача-пăча пултарулăх выставкисем ĕçлеççĕ.
Районти ăнăçлă предприятисем хăйсем туса кăларакан продукципе паллаштараççĕ.
Район кунĕ уяв концерчĕпе вĕçленет.
Пурне те уява чĕнетпĕр!
Йĕркелÿ комитечĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии