Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш халăхĕн пурнăçĕ — çĕнĕ калаçу кĕнекинче

09:15 29 января 2016 г.

 

Паянхи кун пурнăçпа пĕр тан пырас тесен темиçе чĕлхе пĕлмелле. Кирек хăш чĕлхе те, унпа халăх калаçать пулсан аталанать, улшăнать, çĕнĕлĕхсем йышăнать. Чăваш чĕлхинче те юлашки çулсенче сисĕнмелле улшăнусем пулса иртрĕç, тĕрлĕ словарьсем пичетленчĕç: вырăсла-чăвашла словарь, чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки... Вĕсем чăваш чĕлхи пуянлăхне, унăн аталанăвне кăтартса параççĕ. Анчах та сăмахсене пĕлни çеç çителĕксĕр, çыннăн çак сăмахсемпе тĕрĕс калаçу йĕркелеме хăнăхмалла. Ку тĕлĕшрен калаçу кĕнекин пĕлтерĕшĕ пысăк.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки» 3000 тиражпа пичетленсе тухрĕ. Ăна хатĕрлекенĕ — чĕлхеçĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Михаил Иванович Скворцов. Вăл пире çак кĕнеке çинчен каласа пама кăмăл турĕ.

— Михаил Иванович, сирĕн унччен те «Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки» пичетленнĕ. Çĕнĕ кăларăм унчченхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

*​ Малтанхи калаçу кĕнекине 1989 çулта хатĕрлесе кăларнăччĕ, ун хыççăн ăна çĕнетсе 1992 çулта пичетленĕччĕ. Вĕсен пĕрлехи тиражĕ 60 пин экземпляртан та иртнĕ. Чăваш кĕнеке издательстви мана халăх ыйтнине шута илсе хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ калаçу кĕнеки хатĕрлеме сĕнчĕ. Ăна çырнă май пурнăçра пулса иртнĕ пысăк улшăнусене те, вулакансен йышĕ ÿссе çĕнелнине те шута илтĕм.

*​ Кĕнеке тытăмĕ çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха.

*​ Ытти калаçу кĕнекисенчи пекех, кунта та çĕнĕ вырăна лекнĕ çынсен кулленхи хутшăну ыйтăвĕсене тивĕçтересси малта тарать. Унашкал темăсем: «Паллашу», «Кил-йыш, тăванлăх», «Уявсем, йăла-йĕрке», «Ĕçме-çиме», хулапа унти палăксемпе паллашни, ĕç тата вĕренÿ, спорт, культурăпа ÿнер, çут çанталăк т.ыт.те. Кунашкал лару-тăрури калаçусене тивĕçтермелли ыйтусемпе хуравсем кĕнекере тĕп вырăн йышăнççĕ.

*​ Анчах вулакансем, уйрăмах республика хăнисем, ытти ыйту​семпе те кăсăкланаççĕ-çке. Автор çавна шута илнех пулĕ.

*​ Çапла, ку ыйтусем мана нумай шухăшлаттарчĕç. Урăх çĕртен, уйрăмах ют çĕршывсенчен килнĕ çынсен, вырăнти халăх историйĕпе тата культурипе паллашас килет. Мĕншĕн чăваш чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхисенчен уйрăлса тăрать; Мĕншĕн унăн сăмахлăхĕнче авалхи монгол тата иран чĕлхисенчен кĕнĕ сăмахсем нумай; Мĕнле ăнлантармалла инçетри венгр чĕлхинче 500 ытла авал​хи пăлхар-чăваш сăмахĕ пулнине; Кунашкал ыйтусем пирĕн хăнасене çеç мар, чăваш çыннисене те кăсăклантараççĕ. Паллах, истори тĕпчевĕсенче вĕсене тĕплĕн çутатса панă, анчах йышлă вулакан аллине вĕсем лекеймеççĕ. Çавăнпа та кĕнеке вĕçĕнче эпĕ çак ыйтусене кĕскен çутатса пама тăрăшрăм.

*​ Чăваш халăхĕн пысăк пайĕ ытти республикăсемпе облаçсене куçса кайнă. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерĕ-ши сирĕн кĕнеке?

*​ Питĕ вырăнлă ыйту. Инçетре пурăнакан чăвашсен кун-çулĕ паянхи кун Чăваш Республикин çыннисене чĕререн хумхантарать. Сăмахран, манăн тăван ялтан, Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Хурамалтан, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вуншар кил Çĕпĕре куçса кайнă, Красноярск крайĕнчи Ачинск районĕнче Беловка ятлă ял хывнă. Макăра-макăра çырусем яратчĕç вĕсем кунта юлнă тăванĕсем патне. Нумаях пулмасть чăваш телевиденипе Тюмень облаçĕнчи чăвашсем тăван чĕлхене сыхласа хăварма тăрăшни çинчен каласа пачĕç. Тюмень облаçĕнче вара 30 пин ытла чăваш пурăнать! Унта çеç мар, Тутарстанпа Пушкăртстанра, Ульяновск, Самар облаçĕсенче çĕршер пин ытла чăваш тĕпленнĕ. Мускав, Оренбург, Казахстан, Украина — вуншар пин чăвашăн паянхи тăван çĕрĕ-шывĕ.

*​ Эппин, инçетри тăванăмăрсен культура, тăван чĕлхе ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕ çак кĕнеке.

*​ Çапла пуласса питĕ шанас килет. Анчах ку та сахал. Инçет​ри чăвашсем патне туллирех словарьсене, чăваш çыравçисен тата ăслăхçă ĕçченĕсен хайлавĕсене, радио-видеоматериалсене çитерме тăрăшмалла. Хальхи хăватлă техника çак тĕллеве нихçанхинчен ăнăç-лăрах татса пама пулашать.

*​ Кĕнеке тупмаллинче «Чăваш ячăсем» текен сыпăк пур. Питĕ кăсăклантарчĕ ку мана. Çак сыпăк çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн.

*​ Пайăр ятсем — çĕр, шыв ячĕсем, ял-хула, халăх, çын ячĕсем чĕлхере хăйне уйрăм питĕ паха вырăн йышăнаççĕ, халăх астăвăмĕнче нихçан çухалми йĕр хăвараççĕ. Ытти кирек хăш сăмаха та çын манма пултарать. Анчах хамăн ятăма, атте-анне ятне, тăван Атăл, тăван ял, тăван халăх ятне нихăçан та манас çук! Çавăнпа эпĕ ку йышри сăмахсенчен паллăраххисене хамăн кĕнекене кĕртме шутларăм.

*​ Чăваш ячĕсем пурне те кăсăклантараççĕ, анчах вĕсем пирки çырса панă кĕнекесене йăпăр-япăрах тупма çук. Паллаштарăр-ха вулакансене çын ячĕсенчен хăшĕ-пĕринпе.

*​ Хаваспах. Акă Нарспи, Сарпике йышши хĕрарăм ячĕсене пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, вĕсене асăнмăп. Тата тепĕр асăрхаттару: ачана ят хунă чухне ята вырăс çыравĕн йĕркипе кăтартаççĕ, çавăнпа та вĕсене кунта вырăслатса çыртăм. Акă мана хама ытларах килĕшнĕ ятсем: Алмаслу («улма евĕр»), Исенпи («сывă хĕр») Катраби («кăтра хĕр») Кельбустан («роза пахчи»), Кельчехре («роза питлĕ»), Пудене («путене»), Теветьби («тевет пике»), Чегесь («чĕкеç») т.ыт.те. Вĕсем нумай, пурĕ 5 страница ят илсе кăтартнă. Арçын ячĕсем: Айбулат («уйăх пек пуртă — çар хатĕрĕ), Ендимер («çĕнĕ тимĕр»), Иштерек («çамрăк тирек») т.ыт.те.

Тата çакна хушса калам: чăвашла тĕрĕс калаçма вĕренер, хамăрăн несĕл пуянлăхне упрар, тăван чăваш чĕлхине манар мар!

— Çапла пултăр. Тавах Сире çакăн пек пуян та чăваш халахĕшĕн пĕлтерĕшлĕ кĕнекесемшĕн тата тĕл пулса калаçма вăхăт тупнăшăн. Сирĕн çĕнĕ кăларăм та вулакансене кăсăклантарасса шанатăп.

—  Сире те пысăк тав.

 

 

 

Алина ВЛАДИМИРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика