11:41 04 января 2016 г.
Хаклă ентешсем!
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çырăнса илекен кашни çынна çĕнĕ 2016 çул тата Христос çуралнă уявсем ячĕпе саламлатпăр.
Район ертÿçисене, депутатсене, влаç органĕсенче ĕçлекенсене, ертÿçĕсене, ял хуçалăхĕпе промышленноçра вăй хуракансене, право сыхлавĕн органĕсенче тимлекенсене, медицина, вĕренÿ, культура, социаллă сферăсенче ĕçлекенсене, предпринимательсене ăнăçу, лайăх кăмăл, çирĕп сывлăх сунатпăр!
Уйрăм тав сăмахĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсене калатпăр.
Райхаçата çырăнтарассипе тимлекен почтальонсене те тав тăватпăр.
Пурне те уявсемпе саламласа телей, тăнăç пурнăç, çирĕп сывлăх сунатпăр!
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии