11:25 25 декабря 2015 г.
Çăлав службин сотрудникĕсемпе çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çăмăл мар, çав тери яваплă ĕç тăватăр эсир. Гражданла оборона енĕпе профилактика мероприятийĕсене эсир сахал мар ирттеретĕр, Ку енĕпе тĕрлĕрен хатĕрленÿ ĕçĕсене пурнăçлатăр.
Çутçанталăк кăларса тăратнă синкерсемпе ытти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ямалла-и, пушарта çын пурнăçĕпе пурлăхне çăлмалла-и, е çул çинчи инкеке лекнĕ çынсен пурнăçне сыхласа хăвармалла - хăвăр ĕçĕре эсир чун-чĕре хушнă пек пурнăçлатăр. Лару-тăру ăнăçлă татăласси хăвăртан килнине туйса ĕçлетĕр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ - депутатсен
районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии