Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем Конституции РФ

08:40 11 декабря 2015 г.

 

Хаклă ентешсем!   Муркаш районĕн çыннисем!

Сире РФ Конституцийĕн кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ – РФ Конституцийĕ граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлет, пирĕнтен кашнинех общество пурнăçне йĕркелес, малашлăхне палăртас  ĕçе хутшăнма право парать.

Пирĕн çакна яланах асра тытмалла. Эпир тăвакан ĕçсем хамăр район, республика,  çĕршывăмăр аталанăвĕпе уйрăлми тачă çыхăннă. Эпир тăвакан кашни ĕç хамăр общество пурнăçне витĕм кÿрет. Çавăнпа та тăрăшса ĕçлемелле,  саккуна пăхăнса пурăнмалла.  Хамăрăн гражданла тивĕçсене таса чун-чĕрепе пурнăçламалла.

Хисеплĕ çыннăмăрсем! РФ Конституцийĕн кунĕ пире пĕрлĕх малти вырăнта пулмалли  çинчен калать. Пĕрле пулсан эпир кирек епле йывăрлăха та çĕнтеретпĕр, пур тĕллевсене те пурнăçлатпăр. Малалла та пĕрлех тăван çĕршыв çулран çул вăйланса, тĕрекленсе, илемленсе пытăр тесе çине тăрса тăрăшасчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул сунатпăр. Яланах çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăр. Çемйĕрсенче  те тату пурнăçпа юрату хуçалантăр.

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев.

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

 

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика