Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркашри вырăнти организацийĕн ертÿçи Анастасия Михайловăн комментарийĕ

16:20 04 декабря 2015 г.

- Эпĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕн ячĕпе тухакан çулленхи Çырăвне тĕплĕ итлерĕм. Çак документпа декабрĕн 3-мĕшĕнче, Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, паллаштарни маншăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Çавна май эпĕ шăпах асăннă категорие тимлĕх уйăрасса кĕтрĕм. Çĕршыв ертÿçи çивĕч тăракан чылай ыйтăва хускатрĕ. Инвалидсемпе сахал тупăшлă çынсене пулăшу парассине тĕрĕс йĕркелессине те палăртрĕ. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси çинче те уйрăммăн чарăнчĕ. Шел пулин те, сусăр çынсен шăпи тĕрлĕрен. Вĕсем те ыттисем пекех обществăра хăйсен вырăнне тупасшăн. Аслă пĕлÿ илнĕ инвалидсем ĕçе вырнаçайманнисем те пур пирĕн хушăра. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе правительство шайĕнче йышăннă программăсем пур-ха, тен вĕсем çителĕксĕртерех; Владимир Путин каланă пек тимлĕх татах та ытларах уйăрсан лайăх пулĕччĕ.  

Çамрăксене килĕшекен, паянхи кунпа çыхăннă профессие алла илсе ĕçе вырнаçасси çинчен те каланине ăнлантăм эпĕ. Паянхи кун пирĕн патра 16 çамрăк куç курманнипе учетра тăрать. Хăшĕсем хăйсен пурнăçне килĕшекен ĕçпе çыхăнтарчĕç. Аслă тата вăтам пĕлÿ паракан заведенисенче улттăн ăс пухаççĕ. Вĕренсе тухсан хăйсен профессийĕпе ĕç вырăнĕ тупма патшалăх программи пулăштăрччĕ вĕс

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика