16:15 04 декабря 2015 г.
- Пĕлетпĕр, хальхи вăхăтра ял хуçалăхне аталантарса пырассин, çĕнĕ производствăсем йĕркелессин, ял хуçалăх отрасльне ăста çамрăк кадрсемпе çирĕплетессин ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Кунта вара ытти ыйтăва татса парассипе пĕрлех çамрăксене ялта çурт-йĕр çавăрма майсем туса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать тесе шухăшлатăп. Акă мĕншĕн ырласа йышăнтăм эпĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче ача амăшĕн (çемье) капиталĕн программине татах икĕ çуллăха тăсма кирлине каланине.
Районĕпе çак вăхăта ача амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне 2007 çемье тивĕçрĕ. Никамшăн та çĕнĕлĕх мар, ытларахăшĕ ку укçа-тенкĕпе хăйсем валли пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма усă курать. Хальхи вăхăтра çамрăк çемьешĕн çĕнĕ çурт çĕклесси çăмăлах мар. Ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ питех те вырăнлă. Хăйсем валли ялта çурт-йĕр çавăракансем вара ялтах юлаççĕ, кунтах тĕпленсе пурăнма тытăнаççĕ, ял хуçалăх производствине тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.
Çавăнпа та ялсен те малашлăх пулĕ, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси те ÿссе пырĕ. Çитменнине яллă вырăнсенче çĕнĕ производствăсем йĕркелеме, предприниматель ĕçне-хĕлне аталантарма та патшалăх юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕтĕмпех çамрăксен аллинче тесе шухăшлатăп, вĕсене пуçаруллăрах, хăюллăрах пулма кăна сĕннĕ пулăттăм.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии