Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Путь Ильича" агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Александр БОГДАНОВĂН комментарийĕ

16:10 04 декабря 2015 г.

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕнче 2020 çулччен çĕршыври рынока хамăр патăмăрта туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕпе туллин тивĕçтересси çине тимлĕ пăхмалли çинчен пĕлтерни мана килĕшрĕ. Çакă малашлăхпа пурăнакан пирĕн хресчен валли аталанăвăн анлă çулне уçать тесе шутлатăп. Ку вара пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕршыв пирĕн çине ытларах тимлĕх уйăрсан, эпир эффективлăрах ĕçлеме пултарасси пирки иккĕленÿ çук.

Владимир Владимирович усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки каланине питĕ вырăнлă тесе йышăнтăм. Çакă тата çĕршыври рынока хамăр ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтересси, ман шутпа, паян эпир усă куракан çĕрсемпе те эффективлăрах ĕçлеме ыйтни пулчĕ. Çакна валли çĕнĕ технологисем нумайрах ĕçе кĕртесси, хăватлă техникăпа ытларах ĕçлеме пуçласси, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çамрăк кадрсем хатĕрлесси кун йĕркинче малти вырăна тухать.

Пушă выртакан çĕрсем тĕлĕшпе РФ Правительствине 2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен конкретлă сĕнÿсем хатĕрлеме ыйтни те хресчен пурнăçне лайăхлатма, вăл çĕрпе тухăçлăрах усă курассине ÿстерме пулăшасса шанатăп.

Президент калашле, эпир те ыттисемпе килĕштерсе ĕçлеме, хамăр вăй-халпа пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пулăшма хатĕр. Пирĕн аталану хамăртан кăна килнине эпир те куратпăр. Çакна ăнланатпăр та çав тĕллевпе пĕр йыша пухăнса ĕçлетпĕр.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика