16:05 04 декабря 2015 г.
- Çырура эпĕ, паллах, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă самантсене уйрăмах тимлĕ итлерĕм. Çак сферăра пурнăçлакан патшалăх политикин тĕп результатне В. Путин çынсен пурнăç тăршшĕ юлашки 10 çулта 5 çула яхăн ÿснипе палăртрĕ. Кăçал çынсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 71 çулпа танлашмалла. Ку - Раççейĕпе. Пирĕн районта хальхи вăхăтра çак кăтарту 69 çулпа танлашать, пĕлтĕрхи - 68 çулпа. Çак тата маларахри çулсенчи цифрăсем лайăх динамика пуррине çирĕплетеççĕ.
Хальхи вăхăтри технологисемпе çыхăннă операцисене нумайрах тума пуçлани те савăнтарчĕ. 2005 çулта çакăн пек операцисене Раççейре пурĕ 60 пин тунă пулсан, 2014 çулта - 715 пин. Çакă та медицина сфери аталаннинех палăртать. Пирĕн больница та хальхи вăхăтри медицина оборудованийĕпе пуянланса пырать. Çитес çул пуçламăшĕ тĕлне эпир хамăр услугăсемпе ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе хальхи вăхăта тивĕçтерекен медицина оборудованийĕ туянатпăр. Кусем вĕсем: пысăк пахалăхлă ИВЛ аппарчĕ (ÿпкесене искусствăлла майпа вентиляци тума), кравать çумĕнчи мониторсем, шăл юсамалли пÿлĕмсем валли рентген аппарачĕ, дефибрилляторсем, ЭКГ аппарачĕсем тата ытти те. Эндоскопи службине саратпăр, унта валли пысăк пахалăхлă дезинфекци аппарачĕ туянатпăр. Çак аппаратсене эпир хамăр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе туянатпăр, вĕсем пациентсене тивĕçтерекен медицина пахалăхне татах ÿстерме пулăшĕç.
В. Путин "Сывлăх" нацпроектпа килĕшÿллĕн сывлăх сыхлав учрежденийĕсен автопаркĕсене çĕнетнине аса илтерчĕ, малашне те регионсене ку ыйтупа ĕçлеме хушни татах ырă шанăç çуратать.
Хăйĕн Çырăвĕнче президент çынсем ФАП-сене хупнипе кăмăлсăррине каласа хăварчĕ. Пирĕн ку тĕлĕшпе пачах та апла мар: юлашки икĕ çулта пирĕн районта виçĕ çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. 2016 çулта эпир районти хăш-пĕр ФАП-сене тĕплĕн юсаса çĕнетме планланă. Çапла вара пĕтĕмпех çынсене пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии