Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеевăн комментарийĕ

16:00 04 декабря 2015 г.

- Раççей Президенчĕ В. Путин хăйĕн Çырăвĕнче хамăр çĕршывăн çитес çулхи тата малашнехи тапхăрти аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Раççей патшалăхĕн хăрушсăрлăх, сыхлăх ыйтăвĕсемпе терроризма хирĕç кĕрешессине пысăк тимлĕх уйăрчĕ вăл.

Çавăнпа пĕрлех Владимир Владимирович çĕршыв экономикине аталантармалли çул-йĕре те палăртрĕ. Çырура социаллă ыйтусем валли те пысăк вырăн уйăрнă. Вĕренÿ, пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвне парасси, халăхăн уйрăм категорийĕсене паракан патшалăх çăмăллăхĕсем çинче те тĕплĕн чарăнчĕ.

- Çĕршыв вăйлă аталанса пытăр тесен бюджет шайлашуллă пулмалла,- терĕ президент. Пĕтĕмпех килĕшмелле çак шухăшпа. Хамăр района илсен пулсан та, районăн çитес çулхи бюджетне эпир халăхпа сÿтсе яврăмăр. Районăн çитес çулхи бюджечĕ те шайлашуллă пулнине палăртмалла. Çавăнпа пĕрлех пирĕн район бюджетне, ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пуянлатмалли çăл куçсене шырамалла. Хамăр ума çакăн пек тĕллев лартнă эпир.

Çырура Раççей Президенчĕ ĕç укçине "конвертпа" парассине пĕтермелли çинчен те палăртсах каларĕ. Мĕншĕн тесен çакă çĕршыв экономики çине япăх витĕм кÿрет. Ку ыйтупа эпир районта ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ, малалла та ĕçлетпĕр.

Ача амăшĕн капиталне парассине тата тепĕр 2 çула тăснине те районта пурăнакансем ырласа йышăнчĕç. Халăх майлă, çĕршыв пуласлăхне майлă тунă утăм, тесе шутлатăп çакна. Мĕншĕн тесен пирĕн çĕршыв малашлăхĕ - çамрăксенче. Асăннă çăмăллăха тăсни вара патшалăх ашшĕ-амăшне ырă-сывă ачасем çитĕнтерме пулăшнине пĕлтерет.

Президент Çырура асăннă пек эпир те хамăр районта малалла та çул çитмен ачасем валли ача сачĕсемпе шкулсенче хушма вырăнсем уçассипе ĕçлĕпĕр, ачасене тарăн пĕлÿ илме условисене лайăхлатсах пырăпăр. Çавăнпа пĕрлех, пирĕн президент каланă пек, "ачасем хăйсем суйласа илнĕ ĕçре пултаруллă пулччăр тесе тăрăшнипе пĕрлех чи малтан вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тимлемелле". Ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстеретпĕр пулсан, вĕсенчен чăн-чăн çынсем тăватпăр пулсан, пирĕн район та, Чăваш Республики те, Тăван çĕршывăмăр та малашне тата та вăйлăрах, пуянрах пулĕç.

Çапла пултăр тесе малалла та пирĕн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла, кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелле, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнмалла. Пĕрле пулсан эпир яланах вăйлă.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика