Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Волейбол ăмăртăвĕ

14:05 01 декабря 2015 г.

 

Чÿкĕн 28-мĕшĕнче Ярапайкассинчи вăтам шкулта иккĕмĕш хут ĕнтĕ çак шкул Кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол выляссипе ăмăрту иртрĕ. Кăçал спорт соревнованийĕ 2000-мĕш тата унтан кĕçĕнрех çулсенче çуралнă хĕр ачасене хапăл турĕ. Уява Муркаш район администрацийĕн физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен секторĕн ертÿçи Петров В.В., Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексеев Г.Л. хутшăнчĕç, яланах спортпа туслă пулма сунчĕç, çĕнтерме ăнтăлу пулмаллине каларĕç. Сумлă вырăнсене йышăнассишĕн пирĕн районти 7 шкул команди тупăшрĕç. Ярапайкасси, Çатракасси, Шетмĕпуç, Оринин, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Шурча шкулĕсем хушшинчи ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Вăййа икĕ ушкăна пайласа йĕркеленĕ: пĕр ушкăнĕ Ярапайкассинчи шкулта, тепри Шурча шкулĕнче вăй виçрĕç. Спорт мероприятине çÿллĕ шайра ирттерессишĕн Люцев А.В. тата Гордеев Э.А. физкультура учителĕсем чылай тăрăшрĕç. Ăмăрту результачĕсем çапларах пулчĕç: пĕрремĕш вырăна Муркаш шкулĕн команди тухрĕ (ертÿçи – Лоцманов О.В.). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мăн Сĕнтĕр (ертÿçи – Андушкин Н.В.) тата Ярапайкасси (ертÿçи- Люцев А.В.) шкулĕсен маттур спортсменкисем пайларĕç. Мала тухнисене уяв хуçисем дипломсемпе медальсем парса чысларĕç. Чи сумлă парнене – Кубока вара Муркаш шкулĕн пултаруллă хĕрĕсем çĕнсе илчĕç. Спорт уявĕ вылякансемшĕн те, куракансемшĕн те савăнăçлă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Çитес çулсенче те районти шкулсем çак ăмăртăва активлă хутшăнасса шанатпăр.

 

А.Димитриева,

Ярапайкассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕ

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика