Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы админимстрации Моргаушского района Р.Н.Тимофеева с Днем юриста

09:12 01 декабря 2015 г.

Хаклă юристсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те Юрист кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Эсир обществăлла йĕркелĕхе, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, вĕсен Конституципе пăхнă прависене хÿтĕлетĕр. Саккун тата йĕрке хуралĕнче тăракансен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Вырăнти лăпкăлăх, районта саккуна пăхăнса пурăнасси эсир хăвăрăн тивĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа туса пынинчен те нумай килет  Кулленех саккуна пăснă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларатăр.  Çапла майпа пурнăçра тĕрĕслĕх çĕнтернине, кашнинех пурнăçра саккуна пăхăнса пурăнмаллине кăтартса паратăр.  Тавах сире çакăншăн.

Сирĕн хушăра тĕрлĕ харпăрлăхлă предприятисенче ĕçлекенсем те сахал мар. Хăвăрăн тăрăшулăхпа эсир предприяти малалла та аталану çулĕпе кайтăр тесе тимлетĕр.  

 Эсир малалла та хăвăр  ĕç çыннăн тата уйрăм предприяти шăпипе çыхăннине асра тытса, кулленхи ĕçре тĕрĕс йышăнусем тăвасса шанас килет. Саккунлăх сирĕн малашнехи ĕçре те тĕп вырăнта пултăр.

Сире çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу,  çемьере ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ - депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                             Р.Н. Тимофеев

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика