Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы админимстрации Моргаушского района Р.Н.Тимофеева с Днем Матери

16:02 27 ноября 2015 г.

Хисеплĕ аннемĕрсем!

 

Сире Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.  

Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр. Пĕр çакăншăн кăна эпир сирĕн  умăрта ĕмĕр   татайми парăмра. Эсир вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпех вĕсемшĕн çунатăр. Сирĕн  иксĕлми  ырă кăмăлăр, чун ăшшипе  илемĕ, чăтăмлăхăр, çирĕп кăмăлăр  умĕнче  эпир пуç  таятпăр.

Юратнă аннесем! Эсир пĕр  канăç курмасăр, ачăрсене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тимлетĕр. Вĕсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшатăр. Ывăл-хĕрĕрсене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшатăр, вăй паратăр,  хавхалантаратăр. Эсир çемьене килĕшÿ, ăнлану, тулăх пурнăç, телей  кÿретĕр. Эсир пуртан эпир телейлĕ. 

Эсир ачăрсене тĕрĕс воспитени парса ÿстернипе пĕрлех  кулленхи  ырми-канми ĕçре те пултаруллă. Тăван район, республика, аталантăр, тăван çĕршывăмăр çирĕп те пуян пултăр тесе чунтан тăрăшатăр. Тавах сире çакăншăн.

Çĕршывра, республикăра ачасемпе ача амăшĕсене пулăшас тĕллевпе нумай ĕçсем тăваççĕ. Çакă ача амăшĕн пĕлтерĕшĕ пурнăçра мĕн тери пысăккине тепĕр хут çирĕплетсе парать. 

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кунçул, мирлĕ пурнăç  сунатпăр. Ачăрсемпе мăнукăрсем сире яланах савăнăç кÿччĕр. Телей шевли нихăçан та сăн-питĕртен ан кайтăр.

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

 Район  администрацийĕн  пуçлăхĕ                                           Р.Н Тимофеев. 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика