Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Черетсĕр лару ĕçлерĕ

16:49 20 ноября 2015 г.

 

Депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр тăваттăмĕш ларăвĕ паян район администрацийĕн ларусен залĕнче ĕçлерĕ. Ăна Пуху председателĕ Игорь Николаев ертсе пычĕ.

Депутатсем пĕрремĕш ыйтупа районăн муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли 2016 çулхи прогноз планне (программине) çирĕплетрĕç.

Кун йĕркинчи малаллахи ыйтусене пăхса тухса депутатсем уйрăм пурлăха район харпăрлăхĕнчен республикăна, ял тăрăхĕсен пурлăхне района, район пурлăхне ял тăрăхĕсене пачĕç.

Районăн муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли 2015 çулхи прогноз плане улшăнусем кĕртрĕç.

Район Уставне улшăнусем кĕртрĕç, депутатсен районти Пухăвĕн яланхи комиссийĕсем çинчен калакан положение çирĕплетрĕç, район территории суйлав комиссийĕн отчетне итлерĕç, кун йĕркинчи ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика