16:38 20 ноября 2015 г.
«2-мĕш çул ĕнтĕ район администрацийĕ быблиотека фондне çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатма ятарласа укçа уйăрать. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, çак тĕллевпе 100 пин тенкĕ укçа уйăрнă район бюджетĕнчен. Çак укçа-тенкĕпе кăçал 1007 экз. кĕнеке туяннă, çав шутран 873 кĕнеки чăвашла кĕнекесем», - палăртрĕ ĕнер район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Е.Г. Чернова регионсен хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн черетлĕ 4-мĕш ларăвĕнче.
Лару районти тури чăвашсем музейĕнче иртрĕ. Ăна «Чăваш наци конгресĕн» Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Н.Н. Николаева ертсе пычĕ. Унта уйрăм членĕсемсĕр пуçне Чăваш наци конгресĕн пирĕн районти уйрăмĕ çумĕнчи Ваттисен канашне кĕртме сĕннĕ сумлă çынсем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах ахальтен хускатмарăмăр библиотекăсем пирки сăмах. Пĕрремĕш ыйтупа шăпах ЧНК Муркаш районĕнчи уйрăмĕн 2015 çулхи 1-мĕш тата 2-мĕш ларăвĕсен йышăнăвĕсене пурнăçланине пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ларура шăпах районти библиотекăсене кĕнеке туянма вырăнти бюджетран укçа уйăрма сĕннĕччĕ. Елена Геннадьевна район администрацийĕн пуçлăхне Р.Н. Тимофеева библиотекăсене çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ.
Çакна та палăртмалла. Библиотекăсенче кăçал 1-мĕш тата 2-мĕш çур çулсенче илсе тăма 10 тĕрлĕ чăвашла хаçат-журналсене те çырăнса панă. Çитес çулхи 1-мĕш çур çулта вĕсем 9 тĕрлĕ пулĕç.
2-мĕш ларура вара чăвашла ирĕккĕнех калаçма пултарайман шкул çулне çитмен ÿсĕмри ачасене ача сачĕсенче чăвашла вĕрентме ятарлă программа çукки йывăрлăх кăларса тăратни çинчен асăннăччĕ воспитательсем. Ларура çакна валли ятарлă программа кирлĕ пулнине палăртнăччĕ, çак ыйтăва татса пама пулăшма ыйтса, ЧНК пирĕн районти уйрăмĕнчен çырупа тухма йышăннăччĕ. ЧНКна çырупа тухнă Наталия Николаевна унăн текстне вуласа пачĕ. ЧНК Мăн Канаш ларăвĕнче те çак ыйтăва пăхса тухма палăртни çинчен асăнчĕ.
ЧНК вырăнти уйрăмĕн ларăвĕсенчен пĕринче аслă ÿсĕмри çынсем хушшинче пултарулăх конкурсне ирттерме палăртнăччĕ. Конкурса ирттернĕ, пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçисене Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ умĕн чысланă. ЧНК вырăнти уйрăмĕн ларăвĕнче вара ĕнер, май тупса, конкурса хутшăннă авторсен сăввисен пуххине кăларма йышăнчĕç.
Чăваш наци конгресĕ çумĕнче 2-мĕш çул Ваттисен канашĕ ĕçлет. ЧНК пирĕн районти ертÿçи Н.Н. Николаева çакнашкал Канаш районти уйрăм çумĕнче те пулмаллине палăртрĕ. Ларура ЧНК районти уйрăмĕ çумĕнче 8 çынран тăракан Ваттисен Канашне туса хучĕç. Ăна ертсе пыма нумай çул вĕрентÿ пайĕнче методцентра ертсе пынă, халĕ тивĕçлĕ канури Г.З. Борисовăна суйларĕç.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа вара ял тăрăхĕсенчи ЧНК Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ял тăрăхĕсенчи уйрăмĕсене йĕркелес ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Наталия Николаевна вĕсен ертÿçисен хушамачĕсене вуласа пачĕ.
Ача амăшĕн кунĕ çывхарса килет. ЧНК вырăнти уйрăмĕ те çак куна хатĕрленсе ирттерессинчен айккинче тăрса юлмасть. ЧНК вырăнти уйрăмĕ çумĕнче чăваш тĕррин кружокĕ йĕркеленчĕ. Ăна çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин ĕçне йĕркелекен сектор ертÿçи Л.Г. Петрова ертсе пырать. Ларура Лариса Геннадьевна кружок ĕçĕпе паллаштарчĕ. Уйăх çурă каялла йĕркеленнĕ кружока халлĕхе 8ăн çÿреççĕ. Район администрацийĕн ырă йăла-йĕокесен залĕнче иртекен уява кружок ăстисем мастер-класс кăтартма хатĕрленеççĕ. Çавăн пекех районти Культура çуртĕнче иртекен Ача амăшĕсен кунне те хутшăнать ЧНК вырăнти уйрăмĕ.
Ларура çавăн пекех «Чăваш пики» конкурса хутшăнас ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Малтан Положенипе килĕшÿллĕн районта «Муркаш пики» конкурса ирттерме йышăнчĕç. Республикăра иртекен «Чăваш пики» конкурса ирттерес пирки вара Муркашсен шухăшĕсем те, сĕнĕвĕсем те сахал мар. Çавăнпа та ЧНК вырăнти уйрăмĕнчен ЧНКна сĕнÿпе тухма йышăнчĕç.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии