08:34 20 ноября 2015 г.
Черетлĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитарлă хысна предприятийĕн директорĕ Александр Федотов тата район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Лаврентьев Турай ял тăрăхĕнче пулчĕç, ял тăрăхĕн администрацийĕн, вырăнти Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн, Анаткассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.
Информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă тĕп ыйту пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк темелле. Тĕрĕссипе илес пулсан, пирĕн пĕтĕм пурнăç, малашлăх, аталану та пĕтĕмпех ĕç çынни çинче тытăнса тăрать вĕт-ха. Ĕç çынни ял хуçалăх продукцине те туса илет, промышленноç продукцине те туса кăларать, пулăшу ĕçĕсемпе те тивĕçтерет, çĕршыва тăрантарать.
Ял хуçалăхне илес пулсан вара эпир чи малтанах çĕр ĕçченĕ, ял çынни пирки, унăн паянхи проблемисем çинчен калаçма тивĕç. Çапла пулчĕ те ял çыннисемпе тĕл пулнă май. Çынсене канăçсăрлантаракан ыйтусем вара çук мар.
Хальхи вăхăтра çамрăксем ялта ĕç тупайманни, ĕç укçи пĕчĕк пулни, ытларахăшĕ ĕçлеме-пурăнма хуланалла туртăнни вăрттăнлăх мар. Е тата çамрăксенчен чылайăшĕ ĕçлеме ытти регионсене тухса çÿрет.
Паллă ĕнтĕ, ял хуçалăхĕнче те паянхи ĕç условийĕсене 20 - 30 çул каяллахипе танлаштараймăн. Апла пулин те çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулман, пулмĕ те. Çавăнпа та ачасене шкул ÿсĕмне çитичченех, шкул çулĕсенче те çĕр ĕçне анлăн хăнăхтарса пырас пулать. Федераци шайĕнче йышăннă саккунсемпе вара тепĕр майлă пулса тухать, ытларах чухне ачасене ĕçлеттермелле марри пирки сăмах пырать. Ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Владимир Андреев та, пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕ Юрий Иванов та, тĕл пулусене хутшăннисенчен ытларахăшĕ те ку тĕлĕшпе тÿрлетÿсем пулмаллах тесе шухăшлать. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл шкул ачисене вĕренÿрен пистерсе ĕçе «кÿлсе лартмалли» пирки каламасть.
Чăннипех те паянхи куна ял хуçалăхĕнче ĕç укçи пĕчĕкрех. Тĕрĕссипе, район шайĕпе танлаштарас пулсан, Турайсен ку енĕпе ÿпкелешмех кирлĕ мар. Иртнĕ çулхи январь - сентябрь уйăхĕсенче хуçалăхра ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 11500 тенкĕ ытларах пулнă пулсан, кăçал çав тапхăрта вăл 14965 тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм - 29 процент. (Фермăра вăй хуракансем уйăхсерен 15 кун ĕçленине тата 15 кун каннине, механизаторсем хĕл кунĕсенче каннине те шута илер). Çав вăхăтрах районĕпе ĕç укçи шайĕ пĕлтĕрхинчен 4 процент чакнă.
Апла пулин те, Александр Федотов шухăшĕпе, ĕç укçине ÿстермелли майсем çук мар, вĕсемпе туллинрех усă курма тăрăшмалла. Ял хуçалăх продукцине ытларах туса илесси, расхутсенче чакарасси, производствăна аталантарса пырса хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесси - усă курмалли майсем. Туса илекен ял хуçалăх продукцине «хиртен» сутни те тупăшлă пулаймасть. Çавăнпа та продукцие упрама хальхи требованисене тивĕçтерекен хранилищĕсем тăвасси, продукцие май пур таран вырăнтах тирпейлессине йĕркелесси кун йĕркинче пулма тивĕç. Ку енĕпе федераци, республика шайĕнчи программăсене хутшăнас пулать, бизнес-проектсем туса хатĕрлемелле.
Валерий Лаврентьев республикăра 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттернĕ май район шайĕнче те ятарлă программа туса хатĕрлесси пирки пĕлтерчĕ. Палăртса хуракан меропрятисене паянхи кунпа çыхăнарас пулать, вĕсем ял çыннин, çĕр ĕçченĕн кулленхи пурнăçĕпе çыхăнмалла.
Хальхи вăхăтра вырăнти производствăна аталанатарса пыни пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемелле.
Çавăн пекех Валерий Григорьевич çĕршывра, вăл шутра пирĕн район шайĕнче те граждансене йышăнмалли пĕрлехи куна ирттерессипе çыхăннă ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Çакă халăхпа влаç органĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Чăваш Республикин «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» унитарлă хысна предприятийĕн директорĕ А.И. Федотов информаци кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетсе çавна каларĕ:
- 2016 çула Раççейре Ĕç çынни çулталăкĕ тесе йышăнни пурнăç чăнлăхĕпе тÿр килет. Пирĕншĕн вара ĕç çынни вăл чи малтанах - ял çынни. çĕр ĕçченĕ, ял хуçалăх продукцине туса илекен. Ял хуçалăхĕ çине çитес çулсенче çĕршыв ертÿлĕхĕ шайĕнчен тимлĕх ытларах пуласса шанас килет. Çĕршыв экономикинчи хальхи лару-тăру кăткăслăхне пурте ăнланатпăр. Апла пулин те çитес çулхи бюджета палăртнă чухне ытти енĕпе расхутсене сахаллатма планларĕç пулин те, çар тата ял хуçалăхĕ валли уйăракан укçа-тенкĕ суммисене чакарасси пирки сăмах пулмарĕ.
Ял çыннисемпе паянхи тĕл пулу тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Çынсем умри задачăсене, проблемăсене тĕрĕс ăнланаççĕ. Вĕсене татса пама кашниех хăйĕнчен мĕн килнине тума хатĕрри ырă шанăç çуратать.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии