16:02 10 ноября 2015 г.
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче «Туллин усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси» ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ. Район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе, специалисчĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ уçă калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ.
Хресчен ĕçĕн ĕмĕртен пыракан тĕллевĕ - çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă вырттарас марри тата унпа тулăх усă курасси. Агротехнологие пăхăнса тăрăшса вăй хурсан вăл ĕçлекен çынна тăрантарать, унăн экономикине курăмлă аталантарать. Ял хуçалăх продукцийĕн тухăçĕ пысăкрах пулсан çĕршыв та тĕрекрех, малашлăх çулсем те уçăмлăрах.
Ял хуçалăхĕнче çу каçа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр ĕнтĕ. Халĕ умри тĕллевсене палăртмалли вăхăт. Кунта вара усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне ытларах кĕртесси пирки шутлама вăхăт. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çавра сĕтел хушшинчи калаçура хăй района шăпах çак ыйтупа килнине палăртрĕ.
Район ку ыйтура пĕр вырăнта тăмасть. Юлашки çулсенче пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси тĕллевлĕ пулса пырать. Çакăнти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл тата уйрăм хуçалăхсен тăрăшулăхĕ пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ăнлантарса пачĕ.
Çавра сĕтел хушшинче çĕрпе усă курассине муниципалитет енчен тĕрĕслесе тăрасси пирки те анлă калаçу пулчĕ.
Район администрацийĕнчи ĕçлĕ тĕл пулу хыççăн министр «Путь Ильича» агрофирмăна çитсе курчĕ. Хуçалăх сĕт сăвассипе пĕрлех тырă-пулă туса илессипе те тĕллевлĕрех ĕçлеме пуçланине, строительство ĕçĕсем нумай тунине курса Сергей Геннадьевич агрофирма аталанăвĕн малашлăхĕ пуррине, кунта çĕрпе тулăх усă курни ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине, агрофирма тĕрĕс аталану çулĕ çинчине палăртрĕ.
- Сирĕн çирĕп тăршулăхпа ырă шанчăклă тĕллевсем пурри эсир çĕнĕ ÿсĕмсем умĕнче тăни пирки калать. Эсир ăна пурнăçа кĕртме пултаратăр. Сирĕн ĕçлеме пултараслăх иксĕлмен-ха, вăй-хăватăр та пур, - терĕ министр «Путь Ильича» агрофирмăра пулнă хыççăн.
А. Белов.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии