Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Моргаушского района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации главы района

08:00 10 ноября 2015 г.

Шалти ĕçсен пайĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

 

Сире професси кунĕ– Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăпăр.

Обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, вĕсен Конституципе панă прависене хÿтĕлесси – çăмăл ĕç мар. Çак профессие суйласа илни хăех эсир çирĕп чунлă, хастар та хăюллă пулнине кăтартса парать.  Районти лăпкăлăха сыхлас, преступлени çулне пÿлес, тунă преступленисене уçса парас тесе кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлетĕр. Нимĕнле йывăрлăха, нимĕнле хăрушлăха пăхмасăр, хăвăрăн тивĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçлатăр эсир. Тавах сире çакăншăн.

Ку таранччен эсир республикăра хăвăрăн ĕçтешĕрсем хушшинче ырă ятлă пулни, малтисен ретĕнче пыни пире савăнтарать. Эсир малашне те хăвăрăн професси тивĕçĕсене чун-чĕре хушнă пек  пурнăçласса шанас килет. Чăтăмлăх та, çивĕчлĕх те çиттĕрччĕ сире хăвăрăн  ĕçĕрте.

Право йĕркине сыхлакан органсенчи ветерансене уйрăммăн тав тăватпăр. Вĕсен пуян опычĕ паян вăй хуракан йĕрке хуралçисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

.Сывлăхăр сирĕн пурин те çирĕп пултăрччĕ. Ăнăçу пурнăç çулне уçсах пытăр. Ĕçлес кăмăл пĕрре те ан иксĕлтĕр. Килте вара сире яланах ăнланччăр, юратчăр. Пурсăра та телей сунатпăр. 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

 

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика