09:46 10 ноября 2015 г.
Чăваш кĕнеке издательстви литература çулталăкĕнче сумлă кĕнекесем сахал мар кăларчĕ. Вĕсенчен пĕри - «Чăваш литературин антологийĕ: ача-пăча валли çырнă хайлавсем». Вулакана аса илтерер: унччен маларах проза, поэзи, драматурги антологийĕсем тухнăччĕ.
Ача-пăча литературин антологине филологи кандидачĕ Ирина Софронова литературовед пухса хатĕрленĕ, Галина Антонова редакциленĕ. Кĕнеке умсăмахĕнче (ăна та И.В. Софронова çырнă) ача-пăча тата çамрăксен литературин аталанăвне тапхăрсем çине пайласа тĕплĕн тишкерсе тухнă. Антологи 496 страницăран тăрать. Унта пĕтĕмпе 184 автор кĕнĕ.
Чи малтанхи тĕслĕхсем - 1741 çулта çуралнă Ермей Рожанский хайлавĕсем. Вĕсем икшер-виçшер е пĕршер предложенирен тăраççĕ. Тĕпчевçĕсен шучĕпе, чăваш ача-пăча литератури Спиридон Михайлов (Янтуш) халăхран çырса илнĕ юрăсемпе юмахсенчен тата хăй хайланă «Пугачев çинчен», «Чее кушак» илемлĕ калавсенчен, «Телейсĕр ывăл» очеркран, «Ятлаçу» сценкăран пуçланать. Спиридон Михайлов алли çăмăл пулнă. Чĕмпĕрте чăваш шкулĕ уçăлни вăл пуçарнă ĕçе анлăн сарса яма пулăшнă. Самана тем тĕрлĕ улшăнса пырсан та литература малаллах аталаннă. Ачасем валли çыракансем кирек хăш тапхăрта та чылаййăн пулнă, паян та сахал мар.
Кĕнекене кĕнĕ авторсене вĕсен çуралнă çулĕсем тăрăх вырнаçтарнă, çыравçăсен сăн ÿкерчĕкĕсене, кĕске биографийĕсене пичетленĕ. Антологи жанр тĕлĕшĕнчен те пуян: унта повесть сыпăкĕсем, сăвăсемпе калавсем, кĕске пьесăсем, сăпка юррисем, тупмалли юмахсемпе шÿтсем - тем те пур.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии