16:15 02 ноября 2015 г.
Хаклă ентешсем! Муркаш районĕн çыннисем!
Сире пурне те çывхарса килекен Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çак уяв пире тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни тата халăх пĕрлĕхĕ мĕн тери пысăк вăй пулса тăнине кăтартса парать. Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе тăван çĕрĕмĕре Польша интервенчĕсенчен хăтарнăранпа 403 çул çитрĕ пулин те, халăхсен килĕшĕвĕпе пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшĕ çулсем иртнĕçемĕн татах та ÿссех, вăйлансак пырать. Кирек хăш тапхăрта та Раççейре халăх пĕрлĕхĕ малти вырăнта пулнă. Ку вăл паян та çаплах.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан, пĕр тĕллевлĕн, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан, кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче чунне парса ĕçлесен кăна пирĕн çĕршывăмăр вăйлă та тĕреклĕ пулĕ. Çĕршывăмăр вара пирĕн тăван килтен, тăван ялтан, тăван районтан пуçланать. Юлашки çулсенче тăван Муркаш Ен пуянлантăр, вăйлантăр тесе эпир сирĕнпе сахал мар ĕçсем туса ирттерĕмĕр. Пĕрле чухне эпир кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме, умри тĕллевсене пурнăçлама пултарнине хамăрах кăтарса патăмăр. Тавах сире пурне те пултаруллă ĕçшĕн.
Пурнăçламалли вара пирĕн малалла та сахал мар. Ăнлану, пĕрлĕх малашне те малти вырăнта пултăрччĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, пĕр-пĕрне хисеплесчĕ, ăнланасчĕ, йывăр чухне пулăшасчĕ, пĕр тĕллевлĕн ĕçлесчĕ.
Пурсăра çирĕп сывлăх, килĕшÿ, ăнлану, телей, юрату, вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И.В Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии