Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Активлă сасăлаççĕ

09:54 13 сентября 2015 г.

 

Паян 8 сехетре Муркаш районĕнче 51 суйлав участокĕ уçăлчĕ. Ял çыннисем ирлесех сасăлама васкарĕç.

Сасăлава районта пурăнакан 23285 суйлавçă хутшăнмалла.

9 сехетре 525 номерлĕ Октябрь суйлав участокĕнче пултăмăр. Сасăлакан çынсем участокра, чăнах та, йышлăччĕ. Кунта сасăламалли тăватă кабина вырнаçтарнă. Комиссии членĕсем хăйсен те, сасăлама килекенсен те кăмăлĕсем лайăх пулнине палăртрĕç.

- Ирлесех сасăлама килес терĕм, ку вăл пирĕн тивĕç, - терĕ Муркаш шкулĕн учительници Надежда Юлина.

Сасăлав малалла пырать. Ял çыннисем ирлесе сасăлама хăнăхнă. Кайран вара хуçалăхри ĕçсем патне таврăнаççĕ. Кĕркунне вĕт-ха.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика