11:31 09 сентября 2015 г.
Рейтингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн вырăнне тĕрĕс палăртнă тесе шухăшлатăп. Вăл хăйĕн тивĕçĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем шутĕнче Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси тесе тĕрĕсех палăртать.
Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикинче пĕтĕм тĕнче рынокĕнче палăрнă Испанири, Германири, Сербири, Японири, Италири компанисем ĕçлеççĕ. Кусем вĕсем «Рока Групп» компани предприятийĕсем, Канашри пахча çимĕç тирпейлекен «Девелей» завод тата ыттисем те. Çакă вăл пĕтĕмпех Чăваш Ен бизнеса аталантарма ăнăçлă регион пулни пирки калать.
Паян Чăваш Ен чи пысăк калăпăшлă проектсене пурнăçа кĕртессипе çирĕп партнер пулса тăрать. Юлашки пилĕк çул хушшинче республика территорийĕнче пĕлтерĕшлĕ 100 инвестици проекетне пурнăçа кĕртнĕ. Ку вăл тивĕçлĕ ĕç укçиллĕ 12 пин ĕç вырăнĕпе танлашать. Чăваш Ен экономикине 130 млрд тенкĕ хывнă.
Чăваш Енре ачалăх ыйтăвĕсем çине юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăрма тытăннине палăртма кăмăллă. Акă юлашки виçĕ çул хушшинче республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25 процент ÿсрĕ. Демографи лару-тăрăвĕ те самай лайăхланчĕ: 2014 çулта ачасем вилекенсенчен 1000 ытларах çуралнă. Ку вăл Атăлçи федераци округĕнчи чи лайăх кăтарту. Çынсен вăтам пурнăç тăршшĕ 2,5 çул чухлĕ ÿсрĕ. Чăваш Енре 80 çул урлă каçнисем 4635 çын, 100 çул урлă каçнисем 58 çын.
Республикăра çуллен çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем уçăлаççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлĕве аталантарма республикăра 6 млрд тенкĕ ытла хушма укçа-тенкĕ хывнă. Республикăра, районта 3 çулхи ачасене пурне те ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтернĕ.
Пирĕн района илес пулсан та вăл инвесторсене явăçтарма, пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме илĕртÿллĕ район пулса тăрать. Район центрĕ республика тĕп хулинчен 50 километрта кăна. Район территорийĕпе федерацин М-7 трасси иртет, çавăн пекех район территорийĕпе 20 километр Атăл юханшывĕ юхса выртать. Районти «Волжский эксклюзив» тата «Престиж» турист проекчĕсем федераци программине кĕме тивĕçнĕ.
Районăн инвестици аталанăвне Мăн Сĕнтĕр райповĕ те тивĕçлĕ тÿпе хывать. Юлашки пилĕк çул хушшинче кăна инвестицие аталантарма эпир 66,7 млн тенкĕ хыврăмăр. 18 магазина автоматизациленĕ ĕç системи çине куçарнă. Çуллен магазинсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме 10 - 15 млн тенкĕ уйăратпăр. Çакă пĕтĕмпех çынсен кулленхи ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе çыхăннине лайăх ăнланатпăр.
Л. МАЙКОВА,
Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председателĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии