Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Моргаушского района И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем знаний

08:17 01 сентября 2015 г.

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракансем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен  ашшĕ-амăшĕсем!

 

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать,  ачасем çĕнĕрен парта хушшине лараççĕ. Вĕсен пĕлÿ шайĕ мĕнле пуласси, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси сирĕнтен çав тери нумай килет. Эсир çакна асрах тытатăр. Вĕрентÿ ĕçĕнче тĕрлĕ мелсемпе усă куратăр. Литературăри ырă сăнарсене, хамăр халăхăн ырă йăли-йĕркине тĕпе хурса йĕркелетĕр хăвăрăн ĕçĕре. Ачасен культура шайĕ пысăк пултăр,  анлă тавракурăмлă пулччăр, вĕсем пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренччĕр тесе тăрăшатăр. Шкул саккинченех ачасем аслисене хисеплеме, тăван çĕршыва юратма, туслăхпа юратăва упрама хăнăхаççĕ. Тавах сире çакăншăн.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн кащниех сирĕнтен  çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе çунатланать. Мĕн шутланине пурнăçлама, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани пама вара паян шкулсенче мĕнпур условисем  пур. Ку енĕпе районта юлашки 3 çулта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Вĕрентÿ учрежденийсен çивиттийĕсене тĕплĕн юсаса пĕтертĕмĕр. Столовăйсене юсаса çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Шкулсемпе ача сачĕсенче чÿречесем улăштарасси çине хытă тимлĕх уйăратпăр халь. Спортзалсене юсас, çĕнĕ пĕчĕк уйрăм котельнăйсем лартас юхăм та районта малалла пырать. Çавăнпа пĕрлех эсир малалла тата та ытларах хăпартланса ĕçлессе шанас килет.  Мĕншĕн тесен сирĕн тăрăшуллă та пархатарлă ĕçĕрпе пирĕн район пуласлăхĕ çеç мар, республикăпа  çĕршывăн малашнехи аталанăвĕ те  тачă çыхăннă. Пур çĕрте те эсир вĕрентнĕ ачасем вăй хураççĕ.

Сире пурне те  çывхарса килекен пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.  Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тумалла пултăр. Пурсăра там ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çемйĕрсенче  килĕшÿпе тату пурнăç хуçалантăр.

Ачасен лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма сĕнетĕп. Вĕсен ĕмĕчĕсем те  çитсех пыччăр.

 

Район пуçлăхĕ-депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                                    И.В. Николаев

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

    

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика