Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Райхаçат старта чĕнет

08:03 31 августа 2015 г.

Кĕр кунĕсем çитрĕç. Районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ каллех старта йыхравлать.

Ăмăртусем кăçал Муркаш ялĕн стадионĕнче сентябрĕн 3-мĕшĕнче иртеççĕ, 10 сехетре пуçланаççĕ.

Ăмăртусене вăтам тата тĕп шкулсен, организацисен, учрежденисен, предприятисен, учительсен коллективĕсен, ял тăрăхĕсен командисем хутшăнаççĕ.

Пурте 400 метрлă хутăшла эстафетăра ăмăртаççĕ.

Шкул ачисен командинче 3 арçын ачапа 3 хĕр ача пулмалла. Предприятисен командинче - 3 арçынпа 2 хĕрарăм.

Вăтам шкулсен командисем уйрăммăн ăмăртаççĕ. Тĕп шкулсен командисен хăйсен старт пулать. Предприятисен командисем те хăйсен ушкăнĕнче ăмăртаççĕ.

Çемье командисем те старта уйрăммăн тухаççĕ. Вĕсем 400, 250, 150 метрлă дистанцисенче ăмăртаççĕ.

Хăй ушкăнĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă командăна куçса çÿрекен кубокпа, дипломпа наградăлаççĕ, парне параççĕ. 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăннисене - дипломсемпе тата парнесемпе. Призлă вырăн йышăннă участниксене пурне те медальсемпе чыслаççĕ.

Малти вырăнсене йышăннă командăсем сентябрĕн 5-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн ăмăртаççĕ.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика