20:11 13 августа 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев кĕçнерникун ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулчĕ.
Малтан Михаил Игнатьев Каршлăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен çуртне çитрĕ. Кунта ăна район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев кĕтсе илчĕç.
Ватăсен çурчĕн ертÿçи Галина Мерлова каланă тăрăх, кунта 22 çын пурăнать. Михаил Васильевич кунти пурнăç условийĕсемпе паллашрĕ, ветерансемпе калаçрĕ. Пурте интереслентерчĕ ăна. Пушă вăхăта епле ирттерни, мĕнле апатланни, кунта ĕçлекенсем ватăсене мĕнле пăхни. Пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнни курăнчĕ пысăк мар коллективра.
Унтан Михаил Игнатьев Йÿçкассинчи ватăсен çуртĕнче пулчĕ. Картиш тулли чечек ешерет кунта, тухас килмелле мар.
Ветерансен çурчĕн ертÿçи Валентина Шивирева каланă тăрăх кунта 47 ветеран пурăнать. Ветерансен çурчĕ икĕ хутлă, ватăсене валли кунта мĕнпур условисем туса панă. Кунта врачсăр пуçне пилĕк медицина сестри ĕçлет. Михаил Игнатьев процедура пÿлĕмĕнче, ватăсем пурăнакан пÿлĕмсенче, спорт пÿлĕмĕнче, библиотекăра, столовăйĕнче, кану залĕнче пулчĕ. Ватăсемпе, кунта ĕçлекенсемпе калаçрĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ.
Каршлăхра та, Йÿçкассинче те ватăсем Михаил Игнатьева ватăсем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каларĕç. Михаил Васильевич паянхи ăру ветерансем умĕнче пысăк парăмра пулнине палăртрĕ. Малашне те патшалăх ватăсем валли мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвассине пĕлтерчĕ. Ял çыннисен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Унтан Михаил Игнатьев «Ударник» хуçалăхăн çĕр улми пуссинче пулчĕ. Кунта паян иккĕмĕш çăкăра кăларма тухнă иккен. Çĕр улми ăнса пулнă. Хуçалăх ертÿçи Иналук Тохтиев каланă тăрăх, кунта вăрлăхлăх çĕр улмин 13 сортне туса илеççĕ. Çĕнĕ ертÿçĕн ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Вăл ĕне кĕтĕвне те çĕнетме палăртать.
Михаил Игнатьев Йÿçкассисене ăнăçу сунчĕ. Малтанхи «Ударник» хуçалăхăн чапне тавăрма сĕнчĕ. Эпир вара ĕçлес текенсене ялан пулăшма хатĕр, терĕ вăл.
Райхаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии