Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Педагогсемпе, медицина ĕçченĕсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тĕл пулчĕç

18:30 28 июля 2015 г.

 

Паян пирĕн районта «Единая Россия» политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи Регионти обществăлла йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев пулса курчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа пĕрле вĕсем Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕç.

- Юлашки тăватă çулта республикăра ача сачĕсемпе шкулсем тăвассипе тата юсассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Эсир, Муркашсем, маттур. Район бюджечĕн шучĕпе вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсатăр, - палăртнă Николай Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев каланă тăрăх, юлашки виçĕ çулта кăна район бюджетĕнчен шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсама 45 млн тенкĕ тăкакланă. Кăçал çак тĕллевпе тата 13 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Николай Николаев каланă тăрăх, республикăра юлашки тăватă çулта 38 ача сачĕ тунă. Çулталăк вĕçлениччен тата 7 учреждени хута яраççĕ. Республикăра 8 çĕнĕ шкул тунă, 2 шкул юсанă. Çитес çултан çĕнĕ шкулсем тăвассипе проект ĕçлеме пуçлать. Çитес пилĕк çул хушшинче республикăра 17 çĕнĕ шкул тума планлаççĕ.

Муркаш шкулĕ çывăхĕнчи спорт площадкине хута ярас ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Унтан Николай Станиславовичпа Ростислав Николаевич Муркашри тĕп больницăра пулчĕç.

Николай Николаев республикăра çĕнĕрен 100 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ярас программа кăçал вĕçленнине палăртнă. Августра пирĕн районта çакăн йышши виççĕмĕш ФАП хута каять.

Вăл «Земство тухтăрĕ» программа, ялсенче çулсем тăвас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Сăмах май, районти 7 ял урамĕнче çакăн пек çулсем тăваççĕ.

Район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Кожевников пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кăна 3 врача, 10 медсестрана ĕçе илнĕ.

Тĕл пулура поликлиника çивиттине юсас, стационарта лифт вырнаçтарас, çĕнĕ поликлиника тăвас ыйтусене сÿтсе явнă.

Унтан Николай Николаевпа Ростислав Тимофеев районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен канашлăвне хутшăннă. Николай Станиславович республикăра туса кăларакан продукци калăпăшĕ ÿснине палăртнă. Муркаш районĕ кăçалхи çур çулта ял хуçалăх продукцийĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 37,9 процент ытларах туса илнĕ.

 

Хамăр инф.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика