Ларура шкул çулне çитмен ачасем хушшинче чăваш чĕлхине, тăван ен культурине аталантарассипе туса ирттернĕ ĕç çинчен тата çакăнпа çыхăннă ытти çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Лару ĕçне Муркаш районĕнчи ветерансен Канашĕн ертÿçи Е.С. Куликова, «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» пирĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А.П. Скворцов та хутшăнчĕç.
Ларăва Чăваш Наци конгресĕн пирĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Н.Н.Николаева ертсе пычĕ.
Тÿрех çакна палăртмалла. Ача сачĕсенче тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн культурине аталантарассипе çыхăннă мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Уйрăмах ку енĕпе Москакассинчи «Колокольчик» ача садне ырăпа асăнмалла. Кунти аслă воспитатель Алина Парандеева каласа кăтартнă тăрăх, вырăнти «Шураппа» фольклор ушкăнĕ, кунти ытти пултарулăх ушкăнĕсем чăваш юрри –ташшисемпе ача садне килсе савăнтарни те ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван халăх культурине, ырă йăлине сума сума вĕрентет. Çавăн пекех ытти ача сачĕсенче те çакăн пек мероприятисем сахал мар иртеççĕ.
Ларура Муркашри «Путене» ача сачĕн аслă воспитателĕ Надежда Королькова, Муркашри «Солнышко» ача сачĕн ертÿçи Надежда Колбасова, Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» ача сачĕн аслă воспитателĕ Алина Скворцова кăмăлтанах хăйсем ку енĕпе туса ирттерекен ĕçсем çинчен каласа пачĕç.
Вĕсем çакна та палăртрĕç: килте, пĕр-пĕрин хушшинче вырăсла калаçакан ачасене чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре ятарлă программа çукки йывăрлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та халлĕхе ача сачĕсенче ĕçлекенсем ку енĕпе электронлă кĕнекесемпе усă кураççĕ.
Мероприятисене ача сачĕсенче чăвашла ирттерни ашшĕ-амăшĕсене хăйсене те килĕшет. Вăл е ку уява ирттерме хăйсен тĕпренчĕкĕсене валли хăйсемех чăваш тумĕсене çĕлесе пани те çакнах çирĕплетет. Вĕсем килте хăйсен ывăл-хĕрĕсемпе чăвашла калаçни те ку ĕçре пысăк çăмăллăх пулмалла.
Пуçтарăннисем ача сачĕсене районти ача-пăча библиотекипе тачă çыхăну тытма сĕнчĕç. Унăн ертÿçи Елена Налимова кунта ачасемшĕн интереслĕ кĕнекесем нумай пулнине палăртрĕ. Вăл е ку мероприяти ирттерме те кунта ĕçлекенсем хаваспах пулăшĕç.
Ларура ача сачĕсенчи тăван ен кĕтесĕсенче занятисене ытларах ирттерме, унта ĕçлекенсене вырăнти библиотекăсене тухса ачасене чăваш кĕнекисемпе паллаштарма та сĕнчĕç. Çавăн пекех ача сачĕсен çурчĕсем çине е шалта «Ырă сунса кĕтетпĕр» тенине чăвашла çырни те ачасемшĕн тăван чĕлхене, тăван кĕтесе юратас ĕçре тунă тепĕр утăм пулĕччĕ.
Пирĕн районти аслă ăрури çынсем питĕ хастар. Вĕсем районти мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Пултарулăх ĕçĕнче те питĕ маттур вĕсем: ветерансен хорне, тĕрлĕ кружоксене çÿреççĕ, спортпа та туслă. «Эпир сăвă çырма та пултаратпăр», - теççĕ вĕсем. Çак шухăша Чăваш Наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ ырларĕ. Ветерансен кăмăлне шута илсе, Литература тата К.В. Иванов çулталăкĕнче вĕсем хушшинче конкурс ирттерме шутларĕ. Асăннă конкурсăн Положенине хатĕрлерĕ. Ларура шăпах ăна пăхса тухса çирĕплетрĕç.
Ларура Муркаш районĕнчи ветерансен Канашĕн ертÿçи Е.С. Куликова, «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» пирĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А.П. Скворцов çакă ветерансен пурнăçне илем кĕртекен тепĕр утăм пулнине палăртрĕç. Конкурса аслă ăрури çынсем хаваспах хутшăнасса шаннине палăртрĕç.
Чăваш Наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева пуçтарăннисене асăннă конкурсăн Положенийĕпе паллаштарчĕ. Вăл 5 номинаципе иртнине палăртрĕ. Наталья Николаевна çавăн пекех конкурс условийĕсемпе тата жюри членĕсемпе те паллаштарчĕ.
Çакна палăртмалла. Конкурс ĕçĕсене июлĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене октябрĕн 1-мĕшĕнче - Ватă çынсен кунĕнчи уявра чыслаççĕ.
Ларура çавăн пекех Чăваш Наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн составне çĕнетрĕç. Унта «Путенери» Н. Корольковăна тата Москакассинчи «Колокольчикри» А. Парандеевăна кĕртме йышăнчĕç.