08:00 26 июня 2015 г.
Хисеплĕ çамрăксем!
Сире Раççей çамрăкĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Çамрăклăх - кашни çыннăн пурнăçĕнче асра юлакан илемлĕ вăхăт. Ун чухне пирĕн ĕмĕт-тĕллевсем те сахал мар. Вĕсем пурнăçа кĕресси вара йăлтах хамăртан килет.
Район, республика, çĕршыв малашлăхĕ - çамрăксен аллинче. Çавăнпа та пирĕн çĕршывра çамрăксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тĕрлĕ майпа пулăшаççĕ. Вĕренÿре, ĕçре пултаруллă çамрăксене, çамрăк çемьесене хавхалантармалли майсем çителĕклех. Кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче чун-чĕре хушнă пек тăрăшса вăй хурасчĕ. Сывă пурнăç йĕрки, культурăпа тавракурăма ÿстересси, спорта юратни те сирĕн кулленхи пурнăç йĕркин уйрăлми пайĕ пулса тăтăр.
Малашне те эсир ырă пурнăç тăвассишĕн çунса тăрасса, пуçаруллă пуласса шанас килет. Паянхи кăмăл-туйăм, хастарлăх сирĕнте пĕрре те ан чактăр. Район пуласлăхĕшĕн ĕçлес килнĕçемĕн ĕçлес килтĕр сирĕн. Пурсăра та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума çирĕп сывлăх, юрату, телей сунатăп. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, шухăшлани пурнăçа кĕрсех пытăр. Пурнăç çулĕ сирĕн уçăлсах пытăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии