Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Р.Н. Тимофеева с Днем медицинского работника

11:59 19 июня 2015 г.

Сывлăха сыхлас  ĕçре вăй хуракансем тата çак  ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире хăвăрăн професси уявĕпе – Медицина ĕçченĕсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Сирĕн ĕç çав тери яваплă: çĕр çинче чи хакли  - çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕ сирĕн алăра. Эсир инкеке лекнĕ çынна вилĕмрен çăлатăр,  чирлĕ çынна сыватас тесе тăрăшатăр. Хăвăр ĕçĕре лайăх пĕлнипе пĕрлех сирĕн ырă чун-чĕреллĕ, çепĕç чĕлхеллĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен  медицина пулăшăвне панипе пĕрлех эсир каланă пĕр ăшă  сăмахах çынсене шанăç парнелет, пурăнма вăй парать.  Çапла майпа вĕсене часрах сывалма пулăшатăр.

Çав вăхăтрах шур халатлă медицина ĕçченĕ шухăшламасăр каланă пĕр кăнттам сăмахах çыннăн пĕтĕм пурнăçне çапса хуçма пултарать. Ун пек тума юраманнине, хăвăрăн пĕрре те йăнăшмалла маррине  асрах тытатăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн.

Медицина учрежденийĕсем паянхи кун ыйтакан  диагностика тата сиплев оборудованийĕсемпе, «Васкавлă пулăшу» машинисемпе пуянланни чире вăхăтра тупса палăртма, вăхăтра пысăк квалификациллĕ пулăшу пама май парать.

Эсир малашне те хăвăрăн ĕçĕре  чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса,  кашни çынпа тимлĕ те  ăшă кăмăллă пуласса шанатăп. Çăмăл мар ĕçĕрте çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырă сунатăп. Чун илемĕ чирлисем валли те, çывăх çынсем валли те çиттĕрччĕ сирĕн. Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                                                                 Р.Н. Тимофеев

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика