10:00 11 июня 2015 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, ял ĕçченĕсем!
Çулсеренех çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта «Акатуй» уявне ирттеретпĕр. Кăçал вăл 62-мĕш хут пулать. Ăна эпир Раççейри Литература, Чăваш Республикинчечăваш литературине никĕсленĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В. Ивановăн çулталăкне халаллатпăр. Пурне те «Акатуй» ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Кăçал та çуракине ăнăçлă ирттертĕмĕр. Механизаторсем, специалистсемпе хуçалăхсен ертÿçисем, ял ĕçченĕсем тăрăшса вăй хучĕç. Пурне те сире çакăншăн тав тăватăп.
Халĕ умра тепĕр тĕллев – акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтересси, выльăх апатне кирлĕ чухлĕ тата пысăк пахалăхпа хатĕрлесе хăварасси. Сирĕнтен кашниех хăвăрăн тивĕçĕре малалла та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанас килет.
Хаклă çыннăмăрсем! Тавах сире район аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн. Уява тулли кăмăлпа ирттермелле пултăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Ăнăçу сирĕн пурнăç çулне уçсах пытăр, çемйĕрсенче яланах килĕшÿ пултăр.
Район администрацийĕн
пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии