10:00 05 июня 2015 г.
Социаллă сферăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн сумлă ветеранĕсем!
Сире çывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Социаллă ĕçченсен кунĕ вăл – ырă кăмăллă та илемлĕ чун-чĕреллĕ çынсен уявĕ. Мĕншĕн тесен сирĕн кулленхи ĕçре хăвăр пулăшакан кашни çыннăн чун-чĕри патне çул тупма пĕлмелле, кашнин кăмăлне курма пĕлмелле.
Эсир куллен вуншар ыйту татса панă май хăвăр ĕçĕр халăхшăн пулнине пĕр самантлăха та манмастăр. Чуна йывăр чухне юнашарти çын пĕр ырă сăмах калани те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, малалла çирĕппĕн пăхма хавхалантарать. Эсир сывлăх хавшанине пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсемшĕн, ветерансемшĕн, нумай ачаллă çемьесемпе пулăшусăр, хÿтлĕхсĕр юлнисемшĕн шанчăкпа тĕрек пулса тăратăр. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Ăшă сăмахсемпе те вĕсене малалла ĕмĕтпе пурăнма вăй-хал хушатăр.
Тавах сире кашни çыннăн чун-чĕри патне уйрăм çул-йĕр тупма пĕлнишĕн, вĕсен хуйхи-суйхине чĕре патне илсе, кирлĕ сĕнÿпе те, ĕçпе те пулăшнăшăн. Чăтăмлăхăрпа чун ăшши, ăшпиллĕхпе ăнланулăх сирĕнте пĕрре те ан иксĕлтĕр. Çынна ырă туни вара хăвăр патăра та ырăпах таврăнтăр.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телей, вăрăм кунçул сунатăп. Ытарайми ырă кăмăлăр вара пурин валли те çиттĕр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии