11:01 15 мая 2015 г.
Çитес юнкун пирĕн районта, мĕн пур республикăри пекех, пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Унăн темисем:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕçĕн результачĕсем çинчен» отчечĕ,
- çурхи ака-суха ĕçĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем,
- çуллахи каникул кунĕсенче ачсемпе çамрăксен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен.
Çавăн пекех информаци кунĕнче управляющи компанисем лицензи илнин итогĕсем, çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен ыйтусене те сÿтсе яваççĕ.
Информаци кунне ирттерме ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи В. Петров ертсе пыракан ушкăн килет.
Информаци ушкăнĕсем Мăн Сĕнтĕр, Чуманкасси, Çатракасси, Ярославка, Уйкас Янасал, Оринин, Ильинка, Муркаш ял тăрăхĕсенчи ял çыннисемпе тĕл пулаççĕ, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии