16:49 07 мая 2015 г.
Муркаш районĕнчен çыравçăсем сахал мар тухнă. Сăмахăм Василий Тимофеевич Ржанов çинчен. Çак кунсенче вăл çуралнăранпа çĕр çул çитрĕ.
Василий Тимофеевич Ржанов паллă чăваш писателĕ: вăл драматург та, очеркист, сатирик-фельетонçă та, культурăн хастар деятелĕ, миршĕн чуне парса кĕрешекен пулнă.
Ĕлĕкхи чăвашсен хальхи пек официаллă хушаматсем пулман. Василий Тимофеевичăн аслашшĕне Киркке тесе чĕннĕ. Тапак упрамалли савăта (ăна хурăн хуппинчен тунă) пĕлтерет çак сăмах.
Муркаш районĕнчи Вăрманкас Шашкар ялĕнче питĕ чухăн, хура пÿртре пурăннă Киркке.
Пурнăçне кăштах ÿнеçтерес шутпа вăл Шомик ялĕнчи пуянĕн кĕтÿ кĕтекен ватă хĕрне уйран вăрласа кĕртет. Выльăх-чĕрлĕх пăхнăшăн халăхран пуçтарнă тырра (ыраша) çĕнĕ çын упăшкин килне турттарса килнĕ. Укçа кирлипе Киркке çав тырра Чикме хулине сутма илсе каять. Тырра илекенĕ кантурта ĕçлекенскер пулнă, документ çырса пама ыйтнă. Анчах та Киркке хутла пĕлмен. Аптранипе тавар туянакан ыйтса пĕлме пуçлать.
-Хушамату мĕнле?
-Киркке.
-Яту?
-Киркке.
-Аçу ячĕпе мĕнле чĕнеççĕ сана?
-Киркке.
-Тьфу.Киркке те Киркке.
Тырă сутăн илнине ĕнентерекен хут çине кантур çынни аслашшĕне пуç пÿрнине чернилпа сĕрсе пустарать.Унтан те чăнласа тешÿтлесе тепĕр хут çырать те хутне киле таврăнсанах вулăс çыравçине (писаре) пама хушать. Малтан никама та кăтартмасть аслашшĕ çав хута, кайран кăтартмасан юрамасть пуль тесе, хайхи вулăс çыравçине кайса парать.
-Чăнах та эсĕ ăна ыраш сутрăн-и?
-Сутрăм.
-Çавăнпа вăл сана Ржаной хушамат панă, вулăс журналне те çаплах çырса хума сĕнет. Анчах та сан пирки мçн те пулин çимелли тесе ан шутлаччăр тесе вĕçĕнче «ов» тесе палăртăпăр. Киркке , манса ан кай, малашне сан хушамат Ржанов пулать. Писателĕн ашшĕ вара, Киркке Тимахви, çуралсанах Ржанов хушаматпа çÿреме пуçланă.
Василий Тимофеевич Ржанов Социализмла Аслă революциччен икĕ çул маларах, 1915 мĕш çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă.
Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ унăн тăван ялĕнче, Чăваш республикин Муркаш районе
кĕрекен Вăрманкас Шашкарта иртнĕ. Вăл вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йăхĕнчен пулнă:
унăн амăшĕ 99 çул, аслашшĕ 103 çул пурăннă.
8 ача пулнă вĕсен çемьинче. Василий пиллĕкмĕш ача пулнă. Вăл мăн кунра çут тĕнчене килнĕ. Ăна Ильинка чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. Пĕррехинче Ржановсен чечче шатрипе тăватă ачи пĕр харăс чирлесе ÿкнĕ. Виççĕшĕ – Трофим, Филимон, Улька – пĕрин хыççăн тепри пĕр кунрах вилнĕ. Василие ура çине тăма, сывалма пÿрнĕ.
Егор пиччĕшĕ тăрăшнипе пулас драматург шкула каичченех вулама çырма вĕренет.
Ялта пуçламăш шкул уçăлсан вăл унта вĕренме каять. Ашшĕ ачана шкула çÿретесшĕн пулман. «Пурте хут çырсан тырпул кам акса тăвĕ?» - тенĕ вăл. Амăшĕ вара чарман. Унта вăл пионера кĕреть. Тăваттăмĕш класра вăл – стена хаçачĕн редакторĕ. Хаçатра вĕсем вĕренÿ çинчен, пионер отрячĕн ĕçĕсем çинчен çинчен çыраççĕ, ялти элĕкçĕсем, наян çынсене тăрăхласа питлеççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ Ржановăн халăх ĕçнĕ хастаррăн хутшăнасси.
Вунвиççĕре чух Василий Ржанов аслашшĕ каласа панисене тĕпе хурса икĕ пĕчĕк
пьеса «Кĕтерука вăрлани», «Куланай» - çырать. «Куланай» пьесăна ачасем юлашки шăнкăрав уявĕнче, 1928 çулхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче, сцена çинче кăтартаççĕ.
Кайран та, ялта драма коллективĕ йĕркелесен те «Куланай» пьесăна час-часах лартнă.
1931 – мĕш çулсенче Ржанов Каршлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕренет.
Кунта çамрăксем тĕрлĕ ĕçе вĕреннĕ: хуçалăхра илемлĕ сад, опыт тумалли пахча,
пыл хурт утарĕ, ăратлă вылăх фермисем, столяр мастерскойĕ, тимĕрçе лаççи пулнă.
Çак пысăк хуçалăха шкул ачисем хăйсемех тытнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ, курăк çулнă, çăкăр пĕçернĕ, тимĕрçĕ лаççипе столяр мастерскойĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтрах хорта юрланă, спектакльсем лартнă, классене, общежитие, столовăйне тирпейлесе тăнă.Çаксем пурте çамрăксен обществăри пултарулăхне ÿстернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак шкула, Каршлăх шкулне, хресчен ачисен университечĕ тенĕ. Вĕренекенсем çав вăхăтрах ял çыннисем хушшинче хут пĕлменлĕхе пĕтерме те нумай пулăшнă.Ку вăхăтра класскĕрешĕвĕ вăйланать, çивĕчленеть. Çак çулсенчех вăл комсомола кĕрет, пухусенче тата митингсенче колхозшăн хавхаланса калаçать. Çак киввипе çĕнни хушшинчи кĕрешÿ Ржановсен çемьине те пырса тивет: ашшĕ, ĕнтĕ Киркке Тимахви, колхоза кĕресшĕн çунакан ывăлне пĕр кашăк парса килтен хăваласа кăларса ярать. Çав çулах ачисем 180 пăт тырă ĕçлесе илнине пĕлсен, хăех колхоза пырса кĕрет (ку вăхăта «Энтип» пьесăра çырса кăтартнă).
Шкултан вĕренсе тухсан Василий Тимофеевич тăван ялĕнче – Вăрманкасра ĕçлесе
пурăннă, çав хушăрах «Красная Чувашия» тата Мускавра тухса тăнă «Крестьянская
газета» хаçатсен корреспонденчĕ пулса чылай вăй хурать. Кулаксемпе куштансем хăйсене хаçатсенче çивĕччĕн питленĕшĕн ăна час-часах хĕсĕрлеççĕ, юнаççĕ, хăратаççĕ. Ял корреспонденчĕ пурпĕрех çитменлĕхсемпе хăюллăн кĕрешет, 1931мĕш çулта Пĕтĕм Союзри ударник-ялкорсен съездне хутшăнма тивĕç пулать. 1932 – ялкорсен Мускаври слётне каять. Кунта вăл Ворошилов. Горький, Калинин калаçнисене чунтан çĕкленсе итленĕ. Слётра вăл чăвашла хĕрÿллĕн сăмах та каланă.
1935 – 1937 мĕш çулсенче вăл Мускавра «Крестьянская газета» çумĕнчи журналистсен аслă курсĕнче вĕренет. Ун хыççăн Шупашкарта «Красная Чувашия» хаçатра ĕçлет.
Василий Тимофеевич Ржанов Республика халăх пултарулăх çурчĕн
директорĕнче, Искусство ĕçĕсен управленийĕн начальникĕнче нумай çул хушши
тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Александр Николаевич Островский ячĕпе хисепленекен
театр институтĕнче тата Горький ячĕпе хисепленекен литература институтĕнче
вĕренет. 1940-мĕш çулта ăна пысăк ĕçе - Чăваш АССР Халăх комиссарĕсен Совечĕ çумĕнчи искусство ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхне лартаççĕ. Пур вырăнта та вăл чунне парса тăрăшнă.
1941 çулхи июнĕн 22 – мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать.
Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Василий Ржанов Тăван çĕршыва хӱтĕлеме тухса
каять. Унта вăл «За Победу», «За Родину» дивизи хаçачĕсен кореспонденчĕ, унтан – 96 мĕш Хĕрлĕ Ялав Гомель дивизийĕнчи, 331 мĕш стрелковăй полкăн агитаторĕ. Нумай
курма, тӱсме тивнĕ хăрушă вăрçăра.
Василий Тимофеевич çинчен Фатых Булатов генерал хăйĕн «Будни фронтовых лет» кĕнекинче çырса кăтартнă: «1944 çул. Хаяр вăрçăн çулăмлă кунĕсем пыраççĕ. Сентябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Белорусси фронтне кĕрекен дивизисенчен пĕри Польша çĕрĕнчи Нарев юхан-шывĕн çыранĕнче оборона çирĕплетме приказ илнĕ. Тăшмана аркатса малалла кайма Нарев шывĕ пысăк чăрмав тунă. Çыран чăнкă, тапăнма йывăр пулнă. Çав çырана нимĕçсем хытă хÿтĕленĕ. Шыв хĕрринех йĕплĕ пралук карнă пулнă, çырана минăсем лартса тултарнă пулнă. Нимĕçсем çак вырăна çăмăллăнах вĕçертесшĕн пулман. Çак «высотана» аркатма 2-мĕш Белорусси фрончĕ çапăçăва кĕнĕ. 48-мĕш çарăн Ф.Г.Булатов дивизийĕ теп вырăн йышăннă. Октябрĕн 12-мĕшĕнче Мамонов полкне шыв урлă каçма хушнă. Пирĕн артиллерии тăшман йышăннă çырана аркатма пуçлать. Çÿлтен авиации бомба тăкать. Вăрман хĕрринче вырнаçнă «катюшăсем» пеме пуçлаççĕ. Кимĕсемпе суласем çине ларнă штурмовиксем шыв урлă каçнă вăхăтра артиллерии фашистсен шаларахри траншейисен иккĕмĕш речĕсене аркатать. Çав вăхăтра тăшман авиацийĕ те вĕçсе килет. Вĕçĕ хĕррисĕр çурăлакан бомбăсем кимĕсемпе суласене турпас пек аркатаççĕ. Çак хăрушлăха пăхмасăрах тепĕр десант шыв урлă каçать те,тăшманăн пĕрремĕш траншеисен пĕчĕк лаптăкне çавăрса илет. Анчах çав вырăна тăшман виçĕ енчен сыхласа, хупăрласа тăнă. Пирĕннисем вырнаçнă çыранпа десант хушшинчи çыхăну татăлать. Мĕн пулсан та тăшмана çав вырăнтан хăваласа кăлармалла пулнă. «Кама ямалла-ши леш çырана десанта пулăшма?» - шухăшланă командир. Çав хушăра полк агитаторĕ Ржанов пырса тухать. «Генерал юлташ, шыв урлă каçма мана ирĕк парăр. Нарев Атăл мар, каçатăпах, приказа пурнăçлатăпах» - тет салтак. Приказ илнĕ хыççăн самант тăхтамасăр, связистпа иккĕшĕ çырана каяççĕ. Минăсемпе снарядсе çурăлнăран Нарев шывĕ кĕрлесе, вĕресе тăнă. Ик айккинчен те пулемётсем хирĕçле пĕр-пĕрне пенĕ. Вичкĕ çил кастарнă. Пăрлă шыв кĕлеткене хытарса лартнă. Çÿллĕ çыранран хăюллă салтаксем ал тупанĕ çинчи пекех курăннă. Вĕсемтепĕр çырана ăнăçлах каçма пултарнă. Аслă лейтенант йывăр аманнă, сывă юлнă салтаксене Ржанов хăй малалла ертсе каять. Телефонпа лару-тăру çинчен хамăр енне васкаса пĕлтернĕ хыççăн салтаксен ушкăнĕпе тăшман çине сиксе ÿкет. Пирĕн артиллери те сас парать, тăна кĕрсе çитеймен нимĕçсем çине часах гранатăсем вĕçеççĕ, тăхлан тăкăнма пуçлать. Нумаях та вăхăт иртмест, Ржанов ушкăнĕ иккĕмĕш йĕркери траншейăсене вăркăнса кĕреççĕ, çÿллĕ вырăна хăйсен аллине илеççĕ. Тепĕр çыранри пирĕн салтаксем шыв урлă ăнăçлах каçма пуçлаççĕ. Уйрăм ушкăнсем вăхăтра çырана çитеççĕ, унта вара В.Ржанов ертсе пыракан десант, сахалланса юлнă пулсан та, нимĕçсен контратакисене пĕрин хыççăн теприне сире сире янă.
Çак паттăрлăхшăн Василий Ржанов кĕçĕн командира Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама тăратнă, анчах çав хутсем, штаб машини нимĕç бомби ÿкнипе сиксе кайнăран, пĕтнĕ».
Паттăр çапăçнăшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе, Хĕрлĕ ялав , Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсемпе наградăлаççĕ.
Халăх пурнăçĕ çĕнĕ тапхăра куçнă вăхăтра , 1953 – 1956 çулсенче В.Т.Ржановăн каллех журналист хастарлăхĕ çĕкленет. Вăл искусство ĕçне пăрахмасть, театр ĕçне хутшăнать. «Энтип» драма çырать; çав вăхăтрах вăл очерксем, критикăллă статьясем, фельетонсем
çырать.
1955-1961 - мĕш çулсенче В.Т. Ржанов Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕнче
ĕçлет. Ку вăхăтра кĕслеçĕсен ансамблĕ, халăх инструменчĕсен оркестрĕ, ташă
ансамблĕ йĕркелеççĕ. Çулсерен ĕçпĕ юрă уявĕ, час – часах çамрăксен фестивалĕ,
пултарулăх смотрĕсем иртереççĕ. Ялти кружоксем валли «Чаршав уçăлсан» пьесăсемпе юрăсен пуххисем, «Поет Чувашский народ», «Сĕм вăрмантан», «Пĕр пайлă пьесăсем» кĕнекесем тухаççĕ. Çаксене пĕтĕмпех Василий Тимофеевич йĕркелесе янă. Çитменлĕхсене пĕтерме час-часах ялсене тухса çÿренĕ. Уншăн кашни ĕç, кашни çын шăпи хаклă пулнă.
Василий Тимофеевич Ржановăн паллă произведенийĕсем «Энтип» драма,
«Мистер Кент шикленет», «Автан та ахаль авăтмасть», «Ял кулли», «Муççа
Хĕветĕрĕ хĕр парать» сатирăллă комедисем, «Полк ялавĕ», «Сĕм вăрмантан»
пьесăсем. Çав спектакльсенче пысăк пуçлăхсене питлени килĕшменнине пула, унăн пьесисем тăрăх лартнă спектакльсене чăваш театрĕн репертуарĕнчен кăларса пăрахни те, хатĕр спектаклье кăтартма чарни те пулнă.
Василий Ржанов сатирăллă комедисем те çырнă. Вĕсем хушшинче «Мистер Кент шикленет» (1958 ç.). Кунта политика темипе çырнă.Инçет Хĕвелтухăçа вĕçекен самолет ваннă та Чăваш çĕрĕ çине ÿкнĕ. Кент ятлă турист аманнă, ăна операции тумалла. Америка пропаганди Совет çыннисем çинчен суйса хăйсен çыннисене пĕтĕмпех хăратса пĕтернĕ иккен. Совет халăхĕ пирки тата урăх çĕршывсен çыннисем пирки Кент тĕлĕнмелле тискер шухăшлать. Хăйне операции тунă чухне вăл «коммунист» юнĕ ярасран хăрать. Хăйне чăваш хĕрарăмĕн юнне янине пĕлсен вăл чĕтремех ерет. Ку вăл унăн юнне, пулас ăрăвĕн тасалăхне пăсать имĕш. Мистер Кент хăйне культурăллă тытма тăрăшать, анчах ун хăтланăвĕсенче буржуази енĕ палăрать. «Доллар», «миллионер» сăмахсене илтсен питĕ савăнать. Çивĕччĕ питлет Ржанов капитализм моральне, совет çыннисем кăмăл-сипет тĕлĕшпе таçта малта пулнине кăтартать.
В.Ржановăн пĕр пайлă камичĕсем хушшинче тата «Фёдор Моисейч хĕр парать», «Сĕт сăвасси – Макар ĕçĕ мар», «Полк ялавĕ», «Сысна пумилкки» пьесăсене асăнма пулать. Ку пьесăсене ялти клубсен сценисем çинче кăтартнă.
Вăл пысăк авторитетлă çын пулнине çакă та çирĕплетсе парать: 1969 – 1978 çулсенче Ржанов Республикăра миршĕн кĕрешес юхăма йĕркелесе, ертсе пыраканĕсенчен пĕри; вăлах мире хӱтĕлекен Чăваш комитечĕн ответлă секретарĕ пулнă. 1973 мĕш çулта вăл
Пĕтĕм тĕнчери мире хӱтĕлекенсен конгрессне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Хастар ĕçленĕшĕн ăна унта ăна «Миршĕн кĕрешекен» ылтăн медальпе, Пĕтĕм Тĕнчери Мир Совечĕ кĕмĕл
медальпе наградăланă. Мирлĕ пурнăçра та вăл, фронтри пекех, хастаррăн миршĕн кĕрешнĕ.Чи йывăр вăрçă синкерĕ витĕр тухнă паттăр çын, мире упрама, халăха ялан сыхă пулма чĕннĕ.
Василий Ржановăн драматург ăсталăхĕ уйрăмах «Энтип» драминче палăрать.Каярах ăна автор якатнă,юлашкинчен, 1968 çулта «Тĕнче çаврăнать ятпа кăларать.
1970-мĕш çулта Василий Ржановăн «Своими глазами» кĕнеке - очерксен пуххи, тухать. Ăна вырăсла çырнă. Ку кĕнекене хумханмасăр вулама çук. Кĕнеке пуçламăшĕнче автор тăван çĕртен, мирлĕ Чăваш çĕрĕнчен уйрăлнине чĕререн хуйхăрса çырса кăтартнă.
Автор вăрçă вăхăтĕнче хăй çырнă очерксене асаилÿсем хушса, вăрçăн хăйне евĕрлĕ дневникĕ тунă. Унта писатель хăй курни-илтнине, тÿссе ирттернине тĕпе хурса çырнă. Фашистсен варварла ĕçĕсене чуна тивекен фактсемпе палăртнă. Тĕп вырăнта чăн-чăн паттăрсем: вырăссем, тутарсем, чăвашсем, украинецсем пулнă. Çак кĕнекере – совет салтакĕн паттăрлăхĕ, унăн пурнăçĕ çинчен асаилÿ, вăл вăрçă хирĕнче çырăннă. Унта шухăшласа кăларни çук.
Тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн В.Т.Ржанова Чăваш АССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята парса чысланă, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Ăста драматург, публицист, хастар та çивĕч сатирик Василий Тимофеевич Ржанов, общество пурнăçĕпе ĕçĕ хĕлне, литература ĕçне яланах хастаррăн хутшăннă. Хисеплĕ писатель- коммунист хăйĕн ĕмĕрĕпех пултарулăх çулĕпе патваррăн, çирĕппĕн утнă.
Тăван ялĕнче, Вăрманкасра, Ржанов пуçарнипе вăй илнĕ драма ушкăнĕ паян кунчченех хăйĕн ĕçне пăрахман. Малтанхи хутшăнакансем халĕ çук та ĕнтĕ. Паян вĕсен мăнукĕсем сцена çинче спектакль кăтартаççĕ. Кашни çулах Вăрманкасси ял клубĕ çумĕнчи драма коллективĕ районти смотр – фестивале спектакльпе тухать, малти вырăнсене йышăнать. Хăйсен аслă ентешне, Василий Тимофеевич Ржанова, вĕсем ялан асра тытса хисеплесе пурнаççĕ.
Э.Бронина-заведующий Вурманкасинского СК
Г.Корнеева-библиотекарь Шешкарской модельной библиотеки
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии