10:50 07 мая 2015 г.
Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп.
Хăвăрăн пурнăçăра шеллемесĕр, эсир хаяр тăшмана çапса аркатрăр, çĕр çине мирлĕ пурнăç илсе килтĕр. Сирĕн нимпе танлаштарма çук паттăрлăхăра эпир нихăçан та манмастпăр. Эпир сире çак куççÿль витĕр паллă тăвакан Çĕнтерÿ кунĕшĕн, паянхи телейлĕ пурнăçшăн чĕререн тав тăватпăр.
Муркаш районĕн çыннисем те вăрçă хирĕнче фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Пурĕ çак хăрушă вăрçа 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 5491шĕ каялла таврăнайман. Анчах та паян сахаллансах пырать çĕршыва хÿтĕленĕ салтаксен йышĕ. Вăрçă ветеранĕсем паян районта 37ĕн кăна юлчĕç, вĕсемпе танлаштарнă çынсем 2ĕн, пĕр салтак арăмĕ, Ленинград блокадине тÿссе ирттернисем 2ĕн пурăнаççĕ.
Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксене эпир нихăçан та манмастпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче, Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксемпе тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр.
Аслă Çĕнтерÿшĕн тылра та хĕрÿ кĕрешÿ пынă: аслисем те, ачасем те кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Паян районта тыл ĕçченĕсемпе вилнĕ вăрçă участникĕсен мăшăрĕсем 957ĕн пурăнаççĕ. Ĕç ветеранĕсем пурĕ 4911ĕн. Чун-чĕререн тав тăватăп вĕсене тылри паттăрлăхшăн.
Çулсем иртнĕçемĕн эсир хаяр та хăрушă вăрçăра тунă Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ ÿснĕçемĕн ÿссе кăна пырать. Эсир парнеленĕ Çĕнтерăве сыхласа хăварасси – пирĕн кашнин тивĕçĕ. Çавăнпа та пирĕн тăван район, республика, çĕршывăмăр çирĕп те вăйлă пултăр тесе кашнинех тăрăшса вăй хумалла. Хамăрăн ачасене те мĕн пĕчĕкрен сирĕн пек паттăр та хăюллă пулма, Тăван çĕршыва юратма, унăн пуласлăхĕшĕн яваплăха туйма вĕрентмелле.
Хаклă çыннăмăрсем! Сире пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Вăрçă çулĕсенче тÿснĕ йывăрлăхсемшĕн халĕ сирĕн нумай çул ыр курса пурăнмалла пултăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн
тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.К. Ананьев
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии