11:05 29 апреля 2015 г.
Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Çав тери пархатарлă ĕç тăватăр эсир: вут-çулăмпа кĕрешетĕр, çынсен пурнăçне çăлатăр. Уйрăм çынсен вуншар çул, ĕмĕр тăршшĕпех пухнă пурлăхĕ, патшалăх пуянлăхĕ вут-çулăмра ан пĕттĕр тесе тăрăшатăр. Инкеке сирсе ярас тесе хăвăртан килнине пĕтĕмпех тăватăр. Тавах сире çакăншăн. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче сирĕн ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ пирĕн пурнăçра яланах малти вырăнта пулмалла. Çакна асра тытса, пушартан сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене те пурнăçлатăр. Эсир малашне те пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасса, кулленех професси тĕлĕшĕнчи пултарулăх шайне ÿстерсе пырасса шанас килет.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп. Ăнăçу çăмăл мар ĕçĕрте хавхалантарсах пытăр. Çывăх çыннăрсен юратăвĕпе ăнланăвĕ яланах вăй парса тăччăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн
тивĕçĕсене туса пыраканĕ В.К. Ананьев
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии