13:12 28 апреля 2015 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – И. Я. Яковлев Аслă вĕрентекенĕн çуралнă кунĕ - чăваш халăхĕшĕн пысăк уяв. Çак кун чăвашсем Чăваш чĕлхи кунне уявлаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче, культура çурчĕсемпе вулавăшсенче чăвашсене çутта кăларнă И. Яковлева хисеплесе мероприятисем иртеççĕ. Акă, 2015 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхине юратса, просветителе сума суса Муркаш районĕн ял вулавăшесем литература каçĕсем ирттерчĕç.
Мăн Хураçкапа Ильинка ял вулавăшĕсем «Тăван чĕлхе: чăваш чĕлхи – пин чĕлхерен эс чи хакли » ятлă куравсем вулакансем умне çитерчĕç. Шурча ял вулавăшĕнче Светлана Вениаминовна Троицкая заведующи тăрăшнипе «Чĕлхем – эс чĕрĕлĕх çăлкуçĕ!» литература каçĕ пулчĕ. Мăн Сĕнтĕр вулавăшĕнче «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç. Уява пухăннă хăнасем чăвашсене çутта кăларакан И. Я. Яковлев çинчен кинофильм курса савăнчĕç. Муркашри ача-пăчасен тĕп вулавăшĕнче тата Чуманкасси ял вулавăшĕнче шкул ачисемпе «Чи хитре чĕлхе» уроксем иртрĕç. Муркаш районĕн тĕп вулавăшĕ Раççейĕпе пыракан «Библионочь-2015» акцине хутшăннă май вулакансем валли Константин Васильевич Иванов пултаруллăхĕ çинчен экспозиции хатĕрленĕ. Палăртса хăвармалла, Константин Иванов – И. Я. Яковлев вĕренекенĕ, поэт, чăвашлăхшăн тăрăшнă.
Тăван чĕлхене юратар, упрар. Пулас ăрусем пирĕн тăван чĕлхерен ан писчĕр, юратчĕр, малалла аталантарчĕр.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии