08:05 24 апреля 2015 г.
Хисеплĕ Муркаш районĕн çыннисем!
Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Чăваш чĕлхи –пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне парнеленĕ пуянлăх. Пирĕн пурнăç пĕтĕмпех унпа çыхăннă. Кăçал Раççейре Литература, Чăваш Республикинче хальхи чăваш литературине никĕсленĕ, вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ К.В. Иванов çулталăкĕ пулнă май çакна уйрăмах асра тытмалла пирĕн: çитĕнекен ăрăва литературăри ырă сăнарсем, тăван ен историйĕпе культури, чăваш халăхăн ырă йăли-йĕрки çине таянса воспитани памалла.
Чăваш чĕлхи кунне эпир чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре пирĕн Муркаш районĕн маттур ывăлĕсем те сахал мар тăрăшнă. Иван Яковлевич пирĕн ентешĕмĕр - Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен пĕрремĕш писателĕсенчен пĕри, çавăн пекех историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ С.М. Михайлов-Яндуш пуçланă ĕçе вĕçне çитерет. Спиридон Михайловичăн ĕçĕсем чăваш художество литературин никĕсĕ пулнă. Иван Яковлевич вара чăваш çырулăхне йĕркелет, чăваш чĕлхи ытти чĕлхесемпе тан пултăр тесе чунтан тăрăшать.
Тепĕр паллă ентешĕмĕр - Муркаш Ен ывăлĕ чăвашсен пĕрремĕш историкĕсенчен, этнографĕсенчен, чĕлхеçисенчен пĕри Н.В. Никольский вара И.Я. Яковлевăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртет: «Хыпар» хаçата йĕркелет.
Паян пирĕн тăван чĕлхемĕр çĕршывăмăрта вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ. Çакăнта пирĕн ентешсен тÿпи пуррипе эпир мăнаçланатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.
Пирĕн малалла та Иван Яковлевич халалĕсене асра тытса, вăл каланă пек пурăнма тăрăшмалла: ытларах ырă ĕçсем тумалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла.
Сире малашне те ытарайми çепĕç, янăравлă чăваш чĕлхине, хамăр халăхăмăрăн ĕмĕртен пыракан историне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас, малалла аталантарас ĕçре çитĕнÿсем тума сунатăп. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии