Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Апрелĕн 21-мĕшĕ - вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ

10:58 18 апреля 2015 г.

Вĕсене халăх шанать

Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра апрелĕн 21-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă тума йышăнни çак институтăн пĕлтерĕшне тата та çÿллĕ шая çĕкленĕ. Çак кун 1785 çулта II Екатерина императрица «Хуласене панă грамотăна» («Жалованная грамота городам») алă пуснă.  

Кашни муниципаллă пĕрлешÿ- хăйне евĕрлĕ   уйрăм территориллĕ пĕчĕк патшалăх, унта халăх пурăнать, ертÿçĕ те пур. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем районта, ял тăрăхĕнче мĕн пулса иртнишĕн яваплă.

2006 çулхи май уйăхĕнче муниципаллă пĕрлешÿсен ыйтăвĕсене татса пама, тĕллевĕсене палăртма Чăваш Республикинче муниципаллă пĕрлешÿсен Советне туса хунă. Паянхи куна регионта 317 муниципаллă пĕрлешÿ, вĕсенчен 284-шĕ ял, 7-шĕ хула поселенийĕсем, 21 муниципаллă район тата 5 хула округĕ. Вырăнти депутатсен йышĕ те 500 çынран 4 пине çитнĕ.

Чăваш Енри муниципалитетсем аван аталанаççĕ: ваттисен тата тăлăх ачасен çурчĕсем çĕкленеççĕ, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕсем параççĕ, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, модельлĕ библиотекасем ĕçлеççĕ, вăтам тата пĕчĕк предпринимательствăна тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.

Территорири обществăлла хăй тытăмлăх (ТОХ) вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тухăçлă ĕçленинче пысăк вырăн йышăнать. Паян республикăри вĕсем 80 яхăн. Шупашкарта çеç 57 ТОХ ĕçлет, Çĕнĕ Шупашкарта вĕсем- 6.

2007 çултанпа муниципаллă пĕрлешÿсен Совечĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата унта ĕçлекенсен хушшинче «Чи лайăх ял тăрăхĕ», «Чи лайăх ял старости», «Территорири чи лайăх обществăлла хăй тытăмлăх» конкурссем йĕркелет. Муниципалитетсем те пуçаруллăхпа палăраççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ, грантсем çĕнсе илеççĕ, чиркÿсене хута яраççĕ, çамрăксен патриотизм клубĕсене, экологи юхăмĕсене пуçараççĕ.

Пирĕн тăрăхри вырăнти хăй тытмлăх органĕсем – район администрацийĕ Тата вун икĕ ял поселенийĕ. Ертÿçĕсен йышĕнче хастар, ялпа район шăпишĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн, халăх пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшакансем ĕçлеççĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланă уяв Шупашкарта апрелĕн 17мĕшĕнче иртнĕ. Муниципалитет ертÿçисем çавра сĕтеле хутшăннă, «Спецавтохозяйство» АУО çитсе курнă, Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă канашлу иртнĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика