Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль уçăлать

09:00 13 апреля 2015 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2015 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 9 сехет те 30 минутра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн акт залĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕ уçăлать.  Фестиваль программине чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс тата «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн конкурсне кĕртнĕ.

Фестивалĕн республика тапхăрне  район тапхăрĕнче çĕнтернĕ ачасем  кăна хутшăнаççĕ. «Çăлтăрчăк» вăйă конкурса ирттермелли станцисем пĕтĕмĕшле пиллĕк:  

1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – чăваш чĕлхи».

2. «Чăваш халăхĕн нумай çăлтăр, Çеçпĕл, Иванов …».

3. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ».

4. «Илемлĕх тĕнчи» – чăваш литератури (чăваш литератури классикĕсен тата юбилярсен хайлавĕсене илемлĕ вулани).

5. «Пирĕн пултарулăх» – ачасен пултарулăх тупăшăвĕ, юрă юрлани, ташă ташлани, харпăр хăй сăввисене вулани тата ытти те.

Конкурса хутшăнакан кашни ачан  пур станцие те иртмелле.

«Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн конкурсне хутшăнакансен литература хайлавĕн сыпăкĕ тăрăх виçĕ сехет хушшинче ÿкерчĕк хайламалла пулать.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрĕн çĕнтерÿçисене жюри палăртать. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене халăха информации хатĕрĕсемпе пĕлтереççĕ.

 

 

Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика