09:05 24 марта 2015 г.
Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, çак сферăн ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Эсир, чăннипех те, пархатарлă ĕç тăватăр: хамăр халăхăн культурине, ырă йăли-йĕркине сыхласа хăварса малалла аталантарассишĕн тăрăшатăр, çак ĕçе çитĕнекен ăрăва, çамрăксене явăçтаратăр. Районта пурăнакансем пушă вăхăта усăллă тата интереслĕ ирттерччĕр тесе çине тăратăр. Районти иртекен кашни мероприятине эсир активлă хутшăнатăр.
2015 çула Раççейре Литература çулталăкĕ тесе палăртни хăех культура сферинче вăй хуракансен ĕçĕ мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса парать. Чăваш Енре çак çула Константин Васильевич Ивановăн, хальхи чăваш литературине никĕслевçин, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çакă сире хăвăрăн яваплăхăра татах та ÿстерме хистет. Мĕншĕн тесен çитĕнекен ăрăва литературăн ырă сăнарĕсене тĕпе хурса воспитани памалла пирĕн. Кунта вара сирĕн тÿпе те пысăк.
Сцена çинче чуна пырса тивмелле юрă шăрантаратăр-и е чун хăпартланса каймалла ташлатăр, е театрта чĕрене пырса тивмелле вылятăр тата библиотекăра мероприяти, музейра экскурси ирттеретĕр - эсир пĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр: çынсене савăнăç парнелетĕр, ырă кăмăллă пулма пулăшатăр, тăрăшса ĕçлеме хавхалантаратăр. Ахальтен каламан ĕнтĕ культура чĕлхи - пурте ăнланмалла чĕлхе, тесе. Вăл пĕр-пĕрне ăнлама, çынсене пĕр- пĕринпе хутăшма вĕрентет. Тавах сире хăвăрăн ĕçе юратнăшăн. Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре тулли кăмăлпа пурнăçласса шанас килет.
Юлашки çулсенче культура сферинче ырă улшăнусем пулсах тăчĕç. Мăн Сĕнтĕрте çĕнĕ курав залне хута ятăмăр. Çулсеренех культура учрежденийĕсене тĕплĕн юсатпăр. «Халăх коллективĕ» ята çĕнсе илнĕ коллективсем 13 çитрĕç. Кăçалтан пуçласа культура учрежденийĕсене централизацилерĕмĕр. Çакă эсир халăха паракан пулăшусен пахалăхне лайăхлатма пулăшнипе пĕрлех ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн хăпартас ĕç çине те ырă витĕм кÿрет.
Сире малалла та хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп. Сирĕн пултарулăхăр кунран кун хушăнсах пытăр, ĕçлес килнĕçемĕн ĕçлес килтĕр. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе ăнлану, тулли пурнăç пултăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии