10:00 06 марта 2015 г.
Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!
Сире çывхарса килекен çуркуннехи чи пĕрремĕш уявпа -Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп.
Хĕллехи сивĕ те çил-тăманлă çанталăк хыççăн çуркунне çутçанталăк чĕрĕлет. Çĕр-аннемĕр сĕткенĕпе вăй илсе, пĕтĕм тĕнче чуна çĕклет. Эсир те, ачăрсене кунçул парнелесе, телей пиллетĕр. Вĕсем тĕрĕс воспитани илсе пурнăç çулĕ çине тăччăр тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр.
Пирĕн пĕтĕм пурнăç, çĕр çинче мĕнпур ырри, илемли йăлтах, хисеплĕ аннесемпе асаннесем, юратнă мăшăрсем, аппасемпе йăмăксем, сирĕнпе, сирĕн ятăрпа çыхăннă. Эсир кил-çурта тирпей-илем кÿнипе пĕрлех пирĕн чуна лăпкăлăх парнелетĕр, çемьене ырлăхпа килĕшÿ, телей илсе кĕретĕр. Эпир çакна яланах асра тытатпăр, сирĕн умăрта пуç таятпăр. Эсир пуртан хамăра вăйлă та телейлĕ туятпăр.
Çав вăхăтрах сирĕнте, ытарайми илемлĕ хĕрарăмсем, хурçă пек çирĕплĕх, çивĕчлĕх тапса тăрать. Аслă Отечественнăй вăрçăра тунă Аслă Çĕнтерÿшĕн сирĕн умăрта эпир ĕмĕр парăмра, хисеплĕ тыл ĕçченĕсем – аннесемпе асаннесем, кукамайсем.
Паян та, кирек хăш отрасльте тăрăшсан та, ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа тата тăрăшулăхпа палăрса тăратăр. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмастăр, вĕсене çĕнтерсе пыратăр: ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăватăр. Район аталанăвĕшĕн яваплăха туйса вăй хуратăр. Тавах сире çакăншăн.
.Яланах çирĕп сывлăхлă та телейлĕ пулăр. Ăнăçупа ÿсĕм сирĕн пурнăç çулне те, ачăрсенне те уçсах пыччăр. Сирĕн чĕрĕрте яланах юрату çунса тăтăр, сăн-питĕрте пĕрмай йăл кулă çиçтĕр. Ĕмĕтĕрсем те çитсех пыччăр, шухăшлани пурнăçа кĕрсе пытăр. Çемйĕрте яланах ăнланупа килĕшÿ пултăр, ачăрсем яланах савăнтарса тăччăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии